Васкавлă медпулăшу машини аварие лекнĕ

8 Фев, 2018

Хĕрарăм-пациента больницăна илсе каякан васкавлă медпулăшу машини аварие лекнĕ. Çул йĕрти инкек паян, нарăсăн 8-мĕшĕнче, кăнтăрла иртни пĕр сехетсенче Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнче пулнă.

Васкавлă медпулăшу каретине çăмăл машина пырса çапăннă. Чирлĕ хĕрарăма илме тепĕр васкавлă пулăшу машини çитнĕ, ăна унта наçилккапа куçарнă. Вырăна тÿрех ÇÇХПИ инспекторĕсем килнĕ. Авари сăлтавне тĕпчеççĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать