Парнюгинсем пĕрремĕш пепкене кĕтсе илчĕç

6 Фев, 2018

Шупашкарти хула перинаталь центрĕнче çак кунсенче кун çути курнă Анастасия Парнюгинăна кĕтсе илме паян ача ашшĕпе çывăх тăванĕсем кăна мар, сумлă хăнасем те йышлăн пухăнчĕç. Тин çуралнă хĕр пĕрчи çемьене патшалăхăн кăçал хута кайнă пособине илсе тăма май парĕ — влаç органĕсен представителĕсем телейлĕ ашшĕ-амăшĕпе акă мĕнле савăнăçа пайларĕç!

Пĕчĕк хĕре çитĕнтересси вăй-хал самай ыйтнине шута илсе пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме ăнăçу сунчĕ çамрăк амăшĕпе ашшĕне Шупашкар хулин Калинин район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ольга Тимофеева. Асăннă район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Юлия Петрова çемьере çуралнă пĕрремĕш пепкешĕн мĕнле çемьесем пособи илме пултарни çинчен ăнлантарчĕ. Парнюгинсем шăпах телейлĕ кил-йышсен йышне лекееççĕ. Вĕсем уйăхсерен 8910 тенкĕ пособи /пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе танлашать/ илсе тăрĕç.

Рубрика: 

Комментировать