Шупашкар кинофестивалĕ чăвашсемсĕр ан ирттĕр

13 Мая, 2014

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче халăхсен хушшинчи кинофестиваль уçăлать. Кино уявĕ Чăваш Енре çиччĕмĕш хут иртет. Çулран çул унăн сумĕ ÿссе, ырă ячĕ сарăлса пырать. Киноискусствăна хаклакансемшĕн те, ахаль кураканшăн та вăл пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пысăк экран çинче пахалăхлă фильмсем пăхма, паллă артистсемпе куçа-куçăн курса калаçма май пурри те илĕртет çынсене.

Кинофестивалĕн курăмлă тепĕр енĕ - сахал йышлă халăхсен кинематографĕсен ĕçĕсене халăх умне кăларни. Кăçал акă, сăмахран, тĕп конкурссăр пуçне наци киностудийĕсен конкурсне уйрăм ирттерме палăртнă. Паллах, çак тупăшура хамăрăн, чăвашсен, кино ăстисен ĕçĕсене питĕ курас килет. Якутсен, пушкăртсен, тутарсен, хакассен ĕçĕсем кашни çулах тенĕ пек фестивале хутшăннине шута илсен - пушшех те. Кÿршĕсенчен юларах пыни кÿрентерет, хамăра хисепе хуман пек туйăнать. Чăваш Енре иртекен фестивальте чăваш режиссерĕсем ÿкернĕ фильмсене кăтартмаллах. Вĕсем, тен, конкурса хутшăнмалăх "пиçсе" çитеймен те пулĕ. Çапах та çынсене кăсăклантарма пултараççех. Ку шухăш халĕ çеç тĕвĕленсе килнĕскер мар. Çакăн йышши кăмăлсăр калаçусем темиçе çул каяллах илтĕнкелеççĕ.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте

Рубрика: