Кикбоксерсем тупăшĕç

22 Янв, 2018

Вăрнар районĕнче Кикбоксинг енĕпе республика ăмăртăвĕ иртĕ. Спорт мероприятине официаллă майпа кăрлачăн 27-мĕшĕнче уçĕç.

Вăрнар тăрăхĕнче кунашкал спорт ăмăртăвĕ халиччен иртменнине те палăртмалла. Унăн тĕп тĕллевĕ, паллах, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси, яшсемпе хĕрсене патриотизм туйăмĕпе хăпартлантарасси. Унпа пĕрлех ÿсекен ăрăва çирĕп те вăйлă çитĕнсе тăван çĕршыва хÿтĕлеме хавхалантармалла-çке. Тепĕр тесен спортпа туслă яш-кĕрĕм усал йăлапа та туслашмасть.

Ăмăртăва ЧР Спорт министерстви йĕркелет. Турнира аслисен ушкăнĕнче 1999 çулта тата маларах çуралнă профессионалсем те, ку спорт тĕсĕпе тин çеç туслашнисем те хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксем хушшинче уйрăм тупăшу иртĕ.

 

Рубрика: 

Комментировать