Сергей КАРЯГИН: Вулама вĕреннĕренпех аллăмра – хаçат
«Хыпар» тĕпелĕн паянхи хăни — ĕçтешĕмĕр, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, ЧАССР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Карягин. Сергей Афанасьевич Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре 1932 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Канашри учительсем хатĕрлекен институтран 1952 , Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш уйрăмĕнчен 1956 , вырăс уйрăмĕнчен 1962 вĕренсе тухнă. 1952-1956 çулсенче Анат Туçари çичĕ çул вĕренмеллишкулта вĕрентнĕ, 1956-1968 çулсенче Туçари вăтам шкулăн директор заместителĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн тăватă çул «Гвардеец» колхозăн партком секретарĕ пулнă, 1971-1975 çулсенче — КПСС Патăрьел райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ, 1976-2000 çулсенче — республикăри «Коммунизм ялавĕ» 1991 çултанпа «Хыпар» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ, пай пуçлăхĕ. 2002-2006 çулсенче редактор пулса республикăн вун пĕр томлă «Астăвăм» кĕнекине кăларма хутшăннă. Награди йышлă унăн. Сергей Афанасьевича «Хисеп Палли» орденпа, медальсемпе, «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, СССР Журналистсен союзĕн, Раççей «Пĕлÿ» обществин, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, ытти наградăпа чысланă.
Чĕрĕк ĕмĕр — хаçатра
— Сергей Афанасьевич, эсир «Коммунизм ялавне» — паянхи «Хыпара» — 43 çулта чухне килнĕ. Пур енĕпе те пиçсе çитнĕ çын пулнă. Çапах пичет ĕçĕ хăйне евĕрлĕ, ун валли опыт пурри çеç çителĕксĕр, Турă пани те кирлĕ. Эсир хаçатпа унччен çыхăну тытнă-и?
— Вулама вĕреннĕренпех «Чăваш коммуни», унтан «Çамрăк коммунист», «Авангард» хаçатсем алăран кайман. Вĕсем манăн чун апачĕ пулнă. Шкулта ĕçленĕ тапхăрта литература кружокĕ ертсе пыраттăм, коридор тăршшĕ стена хаçачĕ кăлараттăмăр. <...> Сăмах май, Кивĕ Ахпÿртрен 17 журналист тухнă.
— Хăвăр редакци алăкне уçса кĕнĕ самант патне таврăнарха. Мĕнпе асра юлчĕ вăл?
— Ун чухне Пичет çурчĕ Володарский урамĕнчи /халĕ Воробьев композиторсен урамĕ/ 5-мĕш çуртра вырнаçнăччĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн редколлеги ларăвĕ пыратчĕ. «Сергей Афанасьевича лайăх пĕлетĕп, — терĕ Демьян Семенов редактор. — Пирĕн хаçатпа чылайранпа çыхăну тытать. Тÿррипе каласан, районсенчи парти райкомĕсенчен вăл çеç хаçата чăвашла çырса тăчĕ. Пурнăç опычĕ те, ĕç опычĕ те пысăк унăн. Ăна хаçатăн республикăн кăнтăр районĕсенчи вырăнти корреспонденчĕ пулма сĕнетĕп». «Килĕшмелле, ĕçлесе пăхтăр, курăпăр», — терĕ редактор заместителĕ Иван Михайлов. Ыттисем унăн сăмахне хирĕçлемерĕç. <...>
— Эсир ун умĕн те ялта пурăннă. Ку тема сире çывăх пулнă, çапах малтанхи вăхăтра чăрмавсем те сиксе тухнă пулĕ-ха?
— Эпĕ журналистикăпа ятарлă пĕлÿ илмен.<...> Çавăнпа ку енĕпе нумай вулама тиврĕ. <...> Ял хуçалăх темипе çырнăскерсем Леонтий Алексеев аллине лекнĕ.Тепĕр темиçе кунран хаçатра хамăн хушамата куртăм: 10-12 страницăран тăракан статьяран 20 йĕрке информаци вырнаçтарнă.
— Кÿреннĕ-и?
— Тен, пулнă та. Анчах пăшăрханса ларман. <...>
— Эпĕ ас тăвасса çав çулсенче хаçатăн вырăнти корреспондент виççĕччĕ. Пĕр-пĕринпе çыхăну тытнă-и?
— Тĕрĕс. Вениамин Васильев /Канашра пурăнатчĕ/ Канаш, Çĕрпÿ, Вăрнар, Тăвай районĕсенче, Юрий Яргутов /Етĕрнере пурăнатчĕ/ Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсенче ĕçлетчĕç. 1984 çулта ун вырăнне Геннадий Архипов килчĕ. Маншăн ку ĕç çĕнĕ пулнă та вĕсемпе, опытлă журналистсемпе, çыхăну тытни калама çук пысăк пулăшу пулчĕ. Уйрăмах Вениамин Васильевичпа çывăх пултăмăр. Вăл, Хусан патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕскер, пирĕн хаçата киличчен Комире ĕçлесе пурăннă. <...>
Манăçми самантсем
— Журналист пурнăçĕнче уйрăмах асра юлнă самантсем пур-и?
— Темĕн чухлех. Пĕррехинче, 1979 çултаччĕ пулас, редактор ир-ирех шăнкăравларĕ: «Сирĕн района ĕçлĕ тĕлпулупа РСФСР Министрсен Канашĕн Председателĕ Михаил Соломенцев пырать, — терĕ Демьян Филиппович. <...>». Патăрьелте вертолет палăртнă вăхăтра анса лараймарĕ. Ун вырăнне парти обкомĕн гаражĕнче ларакан «Чайка» çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. «Ларăр хăвăртрах, хăнасем «Гвардеецра», унта кайăпăр», — терĕ водитель. Кĕçех хамăн тăван колхоза çитрĕмĕр. <...> Унтан икĕ вертолетпа Вăрмар районне çул тытрăмăр. <...> Килĕшрĕ мана çав вĕçев.
— Эсир редакцин ял хуçалăх пайĕн ертÿçинче ĕçлеме пуçланине эпĕ те ас тăватăп.
— Çапла, 1983 çулта пулчĕ çакă. Пайра эпир тăваттăн пултăмăр: Сергей Полкачев, Татьяна Ильина тата Алексей Леонтьев. <...>
— Ун чухнехи тата паянхи яла танлаштарар-ха.
— Колхозсем вăйлăччĕ, пуянччĕ. Хăйсен шучĕпе шкулсем, клубсем çĕклетчĕç. <...> Чăваш ялĕ пушанса пыни чуна ыраттарать. Акă ĕçлекенсем те чакса пыраççĕ. Сăмахран, тăван ялти хуçалăх комбайн туяннă, унпа ĕçлеме механизатор çук. <...> Шкулсене, участокри больницăсене хупрĕç. Эпир вăтам шкула Туçана çÿренĕ, унта 12 ялтан пыратчĕç. Автобус пулман. Ачасем çуран çÿренин усси акă мĕнре палăрчĕ: вĕсенчен чылайăшĕ йĕлтĕрпе чупса, велосипедпа ярăнса пысăк çитĕнÿсем турĕç. <...>
Ĕçсĕр ларма вăхăт çук
— Сергей Афанасьевич, иртнĕ кĕркунне 85 çул тултартăр. Анчах сире хваттерте тытма çук. Мĕн ĕçлетĕр, канăва мĕнле ирттеретĕр?
— «Хыпар» редакцийĕнче ĕçлеме пăрахни самай пулать ĕнтĕ, анчах пичетрен уйрăлман, çырма пăрахман. <...> «Хыпарпа» та çыхăнăва татмастăп. Тепĕр юрату та пур манăн, вăл — музыка. Юрлама, купăс калама килĕштеретĕп. 15 çул ытла ĕнтĕ тĕп хулари Мускав районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ çумĕнчи ветерансен «Надежда» хорне юрлама çÿретĕп. <...>
— «Хыпарăн» çамрăк журналисчĕсене мĕн сунас тетĕр?
— Хаçат пурнăçпа тачă çыхăннă, ун юххипе тан, тĕрĕссипе, маларах та пымалла. Пурнăçа сăнама пĕлмелле. <...>
Комментировать