Раççейĕпех савни шыранă

11 Янв, 2018

Кам çав тери хăюллă тетĕр-и? Шупашкар каччи Александр Каратаев! Вăл нумай пулмасть Пĕрремĕш каналти «Давай поженимся!» телекăларăма хутшăннă. Унта заявка ямашкăн яша савнийĕпе хирĕçни хистенĕ ахăртнех. Пĕлтĕр çулла Саша кăларăма хутшăнас кăмăллине Интернет урлă палăртнă. Ăна ÿкерĕнме 2-3 уйăх та шăнкăравласа йыхравланă. Каччă раштав уйăхĕнче тин Мускава çул тытнă. «Кăларăма 1 хут кăна ÿкерчĕç, пĕтĕмпех тĕрĕссине кăтартаççĕ. Манпа пĕрле Питĕр тата Челябинск хулин арĕсем хутшăнчĕç. Хĕр вара мана суйларĕ», — пĕлтерет хăюллă каччă. Вăл кăларăм ертÿçисем информацие урăхлатса кăтартнине палăртнă. «Сăмахран, савнипе пирĕн хутшăнусене, уйрăлăва ытлашшипех пысăклатса каласа кăтартрĕç. Халĕ ун умĕнче аван мар, эпир каллех пĕрле вĕт».

Мĕнпе илĕртнĕ-ха чăваш çамрăкĕ савни шырама пынă хĕре? Александр кăларăма купăс калакан тусĕпе Евгений Смолинпа çитнĕ. Хайхискер купăсне тăсса ярсан Александр хĕрĕн амăшне ташша чĕннĕ, Роза Сябитова та кĕвĕ май хускалнă. Саша хĕрарăма алă çине çĕклесе çавăрнă. Çавăн пек маттур качча мĕнле пике суйламĕ?

Анчах Александрпа Питĕр хĕрĕн хутшăнăвĕсем йĕркеленмен. Вăл унчченхи каччипех пĕрлешнĕ. Мăшăр Чăваш Ене канмашкăн килсе кайнă, Александрпа туслашнă. Кăларăмра яш Сочие çитсе килмешкĕн билет выляса илнĕ. Чăваш яшĕ хутшăннă программа эфира çак уйăхра тухĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.