Паян çынсене тÿлевсĕр пулăшĕç

11 Янв, 2018

Чăваш Енĕн Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви паян çынсене право пулăшăвĕ тÿлевсĕр кÿрессине пĕлтерет. 

Халăха социаллă пулăшу кÿрекен пайсем юридиципе çыхăннă самантсене сăмахпа ăнлантарса та, çырса та уçăмлатĕç. Ку енĕпе Чăваш Енĕн Адвокат палатин ĕçченĕсем те пулăшма хатĕр. Паян вĕсем те халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрсенче пулĕç. Унтах çăхавсем, заявленисем, ходотайствăсем тата ытти право докуменчĕ шăрçаласа парĕç. Анчах суда валли тавăç, аппеляци, кассаци çăхавĕсем çырассине хăйсем çине илмĕç.  

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать