Кĕпер айĕнче 37-ри хĕрарăм виллине тупнă

9 Янв, 2018

Ĕнер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ирхи тăхăр сехет тĕлĕнче, Улатӑрта кӗпер айӗнче 37 çулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Инкек пулнă вырăнта йытă вĕрсе тăнипе çавăнта çынсем пырса пăхнă. 

Судпа медицина тĕпчевĕн малтанхи кăтартăвĕ тăрăх, хĕрарăм юханшыва ÿксе шывпа чыхланса кайма пултарнă тесе шухăшлаççĕ. Ăна ирĕксĕрлесе вĕлернине палăртман. Икĕ ача амăшĕ малтанхи кун каçхине йытăпа уçăлма тухнă. Ун хыççăн мĕн пулса иртнине тĕпчевçĕсем палăртĕç. Кун пирки РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс-служби паян пĕлтерет. 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать