Лачкасси паттăрĕсем

8 Мая, 2014

Игнатий Михайловичпа Пелагея Кононовна Игнатьевсемпилĕк ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Каччăсем пурнăç çулĕ çине тăма пикеннĕ тапхăрта вăрçă пуçланнă. Пĕрин хыççăн тепри тăшманпа кĕрешме тухса кайнă. Ывăлсене юн тăкма çеç ÿстернĕ тейĕн çав. Тутăр сулса сыв пуллашакансене ашшĕ-амăшĕ епле чунпа ăсатнă-ши? Малалла пурăнма, тылра иртен пуçласа каçчен тар тăкма ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши? Çĕре çыртса тăшмана ылханнă, куç шыçăниччен макăрнă, вăйран кайнă, çапах чăтнă халăх.

«Асаннене ас тумастăп. Эпĕ çуралсан вилнĕ. Миша вырăнне Миша пулчĕ тесе каланă тет. Кĕреш юман пек 5 ывăлне вăрçă хирне ăсатнăскер пĕрмай йĕнине, турра кĕлĕ тунине тăвансенчен илтнĕ», - каласа кăтартать Михаил Васильевич, Василий Игнатьевăн ывăлĕ.

Лачкассине килекен çырусенче ашшĕ-амăшне чунтан хисеплекен ывăлсем Çĕнтерÿ кунĕ çитессе, фашистсене пуриншĕн те тавăрасса çирĕп шанса тăни çинчен пĕлтереççĕ, ватăсене çирĕп кăмăллă пулма хушаççĕ.

«... Эпĕ сывă! - çырать Миша Балтикăран. - Мĕншĕн мана текех кураймастпăр тесе йĕретĕр? Аннене калăр-ха, ахалех ан кулянтăр, куççуль ан тăктăр. Манпа нимĕн те пулман, таса-сывă, йĕркеллĕ... Тăвансемпе курнăçаймăп текен шухăша тахçанах пуçран кăларса пăрахнă. Вăрă-хураха çапса аркататпăр, ун хыççăн тĕлĕнмелле çĕнĕ пурнăç тăвăпăр, пурте телейлĕ пулăпăр. Эсир Тăван çĕр-шыв чысĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа çапăçакан пилĕк ывăл пăхса çитĕнтернĕшĕн мухтава тивĕçлĕ...» Кашни çырурах çапла лăплантарма тăрăшнă Миша ашшĕ-амăшне.

Вăрçă умĕн рабфакран тата Аçтăрхан хулинчи юхан шыв техникумĕнчен вĕренсе тухнă Михаил. Салтака кайма ят тухсан Балтикăна, шыв ай кимми çине, лекет. Питĕ савăнать çакăншăн. Вăл та халĕ пиччĕшĕ Павел пекех моряк. Часах вăрçă пуçланать. Шыв ай киммипе Балти тинĕсне пĕрре мар тухать. Нимĕçсен 5 карапне путарнă çĕре хутшăнать. Перископ çĕмĕрĕлсен Миша троспа çыхăнса тинĕсе тухса ăна тÿрлетет. Вилĕмрен хăраман моряк пирки кимĕ командирĕ пулнă С.Лисин кайран çапла аса илет: «Вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлетчĕ тата паттăр морякчĕ. Мĕн хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ чăваш каччи. Вăрçă хаяр çулĕсенче совет çыннин, чăн-чăн патриотăн сăнарне яр-уççăн çирĕплетсе пачĕ».

Çырусенче те палăрать çакă. Вăл унта хăйĕн пурнăçĕ пирки мар, совет салтакĕн мĕнле пулмалли тата патриотизм пирки ытларах çырать.

«Совĕç пулмаллах çыннăн. Вăрçă хаяр кунĕсенче эсĕ мĕн турăн тесе ыйтсан эпĕ çапла хуравлăп: «Тăван çĕр-шывшăн çапăçрăм, халăх чысне мăшкăлланăшăн изуверсене тавăртăм. Тÿрĕ кăмăллă салтак пулни, çĕр-шыва паттăррăн хÿтĕлени - пирĕн чи аслă тивĕç».

Хастарлăхпа паттăрлăхшăн, çар тивĕçĕсене кăтартуллă пурнăçланăшăн Михаил Игнатьева 1942 çулхи çурлан 21-мĕшĕнче Ленин орденĕпе наградăланă.

Игнатьевсен çемйинче тĕлĕнмелле туслăх хуçаланнă. Çакă, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен нумай килнĕ. 5 ывăлĕ пĕр-пĕриншĕн тĕслĕх пулнă. Çавна май шкулта та ăмăртса, «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче те пĕр-пĕринчен уйрăлас темен. Пурте пĕр тăрăха лекнĕ. Пĕр çемьерен пиллĕкĕн Ленинграда хÿтĕленĕ. Михаил Балти флотĕнче тăракан Павелпа тата Василипе темиçе те курнăçнă. Иванпа, Ванюкпа çыру çÿретнĕ. Пĕррехинче, похода каяс умĕн, чи кĕçĕннипе Василипе тĕл пулать. Миша хальхинче питĕ салхуллă пулнине асăрхать тăванĕ.

- Нимĕн те пĕлме çук, тăшман хаяр. Çапах та эпир çапса аркататпăрах, çĕнтеретпĕрех. Эпир вăйлă халăх. Енчен те эпĕ чĕрĕ юлаймарăм пулсан пĕрремĕш ывăлна ман ята хур, Василий. Эсĕ таврăнаймасан эпĕ сан ятна хурăп, - тет юлашки тĕл пулура. Чунĕ сиснĕ-ши мăнтарăнăн. Сыв пуллашаççĕ, шел те, ĕмĕрлĕхех.

Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймест Миша. Оланд утравĕсенчен инçех мар путать вĕсен шыв ай кимми. Мал ĕмĕтлĕ, пĕрмай тăнăç пурнăç пуçланасси пирки çыракан 24-ри каччăн пурнăçĕ тăрук татăлать. Çап-çамрăкла. Юратса курмасăр, çемье телейне, ăшшине туймасăр.

Михаил вилни çинчен калакан çырăва ялти почтальон ашшĕне - Игнатий Михайловича - вутă çурнă вăхăтра пырса тыттарнă. Мăшăрне каламасть, чăтать Игнатий Михайлович. Ывăлĕ вилни çинчен калакан çырăва турăш кĕтессине пытарать. Хĕрĕ Анна Мăн кун умĕн пÿрт çума пуçтарăнать, тăрук çыру асăрхать те амăшне кăтартать. Михаил вилни çур çул та иртнĕ ун чухне...

Иван Игнатьев - çемьере чи асли. Вăл та Ленинграда хÿтĕленĕ. Тинĕс-çар пехотин связисчĕ вăрçăри хура-шура нумай курнă. Пысăк çапăçу хыççăн тăххăрăн çеç тăрса юлсан кăкăр таран çăтакан шурлăхсенче, снарядсемпе, минăсемпе, бомбăсемпе арканнă вăрмансенче çÿресе партизансене шыраса тупнă. Каллех хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. Йывăр аманнă. 1943 çулхи нарăсăн çурринче Анат Тагилри госпитальрен таврăннă хыççăн нумаях та пурăнаймасть вăл, хĕне кайса çĕре кĕрет. Çав кунах аслă хĕрĕ те пурнăçран уйрăлать.

Ванюк вăрçа каяс умĕн Шăхасанти шкулта малтан директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, кайран директорта тăрăшнă. Пултаруллă педагог, хастар учитель тăван çĕр-шывшăн йывăр кунсем çитсен пĕр шухăшласа тăмасăр вăрçă хирне тухса кайнă. Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Çав вăхăтра ывăлĕ Валерий тин çеç çут тĕнчене килнĕ-мĕн. Ăна ача çуратмалли çуртран илсе таврăнма, пĕчĕк чăмăрккана кăкăрĕ çумне тытса ăшшăн çупăрлама ĕлкĕрет ашшĕ. 33 çулти Тинĕс-Çар пехотин рота аслă политрукĕ ывăлĕн телейĕшĕн, ирĕклĕхшĕн, çутă малашлăхшăн пуçне хурать. Ăна Лядны районĕнче 1942 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче пытарнă. 5 ывăлран чи малтан ĕмĕрлĕхех куç хупаканни Ванюк пулнă.

Павел Игнатьев вăрçăччен Лăпкă океан флотĕнче çарта тăнă. Кайран Улатăрти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухса учительре ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан 28 çулти яш пиччĕшĕсенчен юлас темен. Хĕрлĕ Ялавлă Балти флотĕнче тăшман карапĕсене аркатать. Шăллĕшĕн Мишăшăн тавăрать. Яла сывă таврăнать. Тăван тăрăх, колхоз йăлт юхăннине кура учитель шкула мар, пĕрремĕш кунранах ял хуçалăхне тухса утать. Трактористра ĕçлет. Юратнă професси хăй еннех туртать çав. Павел Игнатьевич Хусан университетĕнчен вĕренсе тухать, çав вăхăтрах Чÿкçырминчи шкулта директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, кайран Тăрмăшри тата Тăвайри шкулсенче директорта, Тăвай районĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Канаш районĕнчи Шаккăлта, кайран Канашри пĕр шкулта директор çумĕнче тăрăшнă.

Василий Игнатьев - çемьере чи кĕçĕнни. 1940 çулта çара кайнă вăл. Часах вăрçă пуçланнă. «Строгий» эсминец çинче комендор-зенитчик пулнă Василий. Ленинграда хÿтĕлесе 874 кун хушши Новосаратовка поселокĕ таврашĕнчи çапăçусене хутшăннă. Блокада вăхăтĕнче нимĕç авиацийĕ эсминеца тĕп тăвас тĕллевпе час-часах бомбăсем пăрахнă. Карап йĕри-тавра 100-150 метрта 450 снарядпа авиабомба çурăлнă. Тăшман артиллерийĕ 150 хутчен тупăсенчен персе шыва путарма тăнă, анчах «Строгий» парăнман. 1945 çулхи Нева юхан шывĕ çинчи çар парадне хутшăннă.

Карап экипажĕн паттăрлăхĕнче Василий Игнатьевич комендорăн тÿпи те пысăк. Командир Лачкассине янă çыру ывăлĕнче - Михаил Игнатьевра - халĕ те упранать. «Хисеплĕ Игнатий Михайлович! Эпĕ Сире Василий ывăлăра çитĕнтернĕшĕн чунтан тав тăватăп. Вăл паттăррăн çапăçать, нимĕç çĕленĕсене куççульшĕн, хĕн-хур кăтартнăшăн тата йывăр хуйхă кÿнĕшĕн вăйлăн тавăрать», - çырнă унта.

В.Игнатьева Нахимов медалĕпе, «1941-45 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Сакăр çултан тăван яла таврăнать Василий Игнатьев. Авланса çемье çавăрать. Ывăл çуралать. Пиччĕшĕ Михаил каланине пурнăçлать, ывăлне унăн ятне хурать.

Василий Игнатьевич вăрçă хыççăн «С-7» кимĕ командирне, Совет Союзĕн Геройне, Аслă тинĕс-çар училищин преподавательне С.Лисина шыраса тупнă. Пиччĕшĕ Михаил путнă экипажран тăватă çын çеç сывă юлнă-мĕн: Александр Оленин, Василий Субботин, Валентин Куница, Сергей Лисин. Пуринпе те тĕл пулса калаçнă Василий Игнатьев. Пиччĕшĕн Михаилăн пурнăçĕн юлашки саманчĕсене ыйтса пĕлнĕ.

Василий Игнатьев ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайни 17 çул çитнĕ кăçал. Лачкассинчи çурта ывăлĕсемпе хĕрĕсем пушă ларма памаççĕ, пĕрин хыççăн тепри кайсах тăраççĕ. Ашшĕн вĕлле хурчĕсене халĕ Михаил пăхать. Пĕр тăван моряксем çуралса ÿснĕ кил-çуртри вучаха сÿнме парасшăн мар вăл.

Финн заливĕ хĕрринчи сăрт çинче халĕ те ÿсет кĕрнеклĕ тирек. Ăна Хĕвел анăçĕнче вăрçă вĕçленсен Василий Игнатьев комендор чăваш паттăрĕсене - вăрçăра пуçне хунă пиччĕшĕсене - асăнса лартнă. Хăватлă хумсен шавĕ çулçăсен çепĕç кĕввипе пĕрлешсе Балтика çапăçăвĕсенче пуç хунă, анчах тăшмана парăнман моряксене халалланă паттăрлăх гимнĕ евĕр янăрать.

 

Тăвай районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.