- Чăвашла верси
- Русская версия
Цесарка туянасчĕ
Кăçал цесарка туянасшăн. Анчах та мĕнле пăхмаллине, ăçта усрамаллине пĕлместĕп.
Людмила.
Канаш районĕ.
Цесаркăна пăхма йывăрах мар. Вăл та чăх чĕппи апатнех çиет. Малтанхи кунсенче чăмăрла пĕçернĕ çăмарта памалла. Каярах рациона сĕтпе пĕçернĕ вир пăтти /шĕвĕ ан пултăр/ хушăр. Вĕренĕ шыв ĕçтерĕр. Кашни икĕ сехетрен апатлантарни лайăхрах, анчах та нумай памалла мар. Цесарка кăвакал пек çăтма юратать, çавăнпа та çитерес умĕн пĕсехине тĕрĕслĕр. Вăл чылай чухне тулса ларать, çавна май апат ирĕлесси пăсăлать.
Япăх çанталăк пирки цесаркăсем урама тухаймаççĕ пулсан ешĕл курăк ытларах татса парăр. Ăман, хурт-кăпшанкă тавраш кирлĕ вĕсене. Урайне пĕр сий хăйăр сапăр, кайăк-кĕшĕк унпа «çăвăнма» юратать. Ултă эрнеччен сĕтпе пĕçернĕ пăтă çитерсен аван. Кунне пĕр хутчен апата вĕтетнĕ çăмарта хуппи хушăр. Пысăкланнăçемĕн извеç тавраш хăйсемех тупса çиеççĕ. Ултă эрне хыççăн кунне пĕр хутчен кăштах вир сапса парăр. Икĕ уйăх çурăран цесаркăсем хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнма тытăнаççĕ, симĕс курăк çиеççĕ. Лартса панă апата тепĕр чухне тĕкĕнмеççĕ те.
Комментировать