Паян Çĕнĕ Шупашкарти юр кÿлеписен фестивалĕ иртĕ

24 Дек, 2017

Ĕнер Ҫӗнӗ Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр Пикесен, çавăн пекех юмахри сӑнарсен йăлана кĕнĕ парачӗ иртнӗ. Вĕсем «Химик» культура керменӗ патӗнчен Собор лапамӗ патне çити утнă.

Парада хутшӑнă 2 пин ытла çын хулари тĕрлĕ организацирĕ ĕçлекенсем пулнӑ. Вĕсенчен чи пултаруллисене «Чи лайӑх Хӗл Мучи», «Чи лайӑх Юр Пике», «Юмахри чи лайӑх сӑнар» номинацисенче чысланă.

Паян Çĕнĕ Шупашкарта юр  скульптурисен фестивалĕ иртмелле, Хĕл Мучин резиденцине уçмалла. Хула тăрăх Ĕмĕт троллейбусĕ çÿрĕ.  

Рубрика: 

Комментировать