- Чăвашла верси
- Русская версия
Нимĕçсене пиччĕшĕшĕн тавăрнă
Красноармейски районĕнчи Пикшик ялĕнче 1924 çулта çуралнă Нестер Васильев вăрçă пуçланнă чухне 17-ре кăна пулнă. Ун чухне вĕсен класĕ ăсату каçне хатĕрленнĕ. Яшсемпе хĕрсем пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма ĕмĕтленнĕ. Анчах 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ вĕсен ĕмĕчĕсене пĕр самантрах татнă. «Вăрçă пуçланнă. Нимĕçсем Совет Союзне нимĕн пĕлтермесĕрех тапăннă», - тенĕ шкул директорĕ ачасене пухса. «Вăрçă пĕр уйăх çеç пырĕ», - сарăлнă халăхра сас-хура. Нимĕçсем хăвăртах парăнасса шанса Нестер Васильев Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Малалла вулас...
Комментировать