Чÿк уйăхĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

20 Дек, 2017

Элĕк районĕнчи ялсенчен хытă каяшсене турттарса тухассине хăçан йĕркелĕç? Регионăн ку енĕпе ĕçлекен операторне хăçан палăртĕç?

Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм, Çулавăç ялĕсенче пурăнакансем.

Элĕк районĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем коммуналлă хытă каяшсене пухас, турттарса тухас, тирпейлес, сиенсĕрлетес ĕçе хутшăнаççĕ. 2016 çултан тытăнса çĕнĕ «коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлесси» пулăшу ĕçне çирĕплетнĕ. Çавна май ку ĕçпе çыхăннă тÿлеве палăртмалли йĕрке те улшăннă. Ăна унчченхи пек потребитель йышăнакан лаптăкăн кашни тăваткал метрĕшĕн мар, пĕр çын пуçне тивекен каяшсен нормативĕсене кура шутласа палăртмалла.

Каяшсене уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчен илсе тухма лицензиллĕ организаципе тÿлевлĕ килĕшÿ тумалла. Çынсен пулăшу ĕçне мĕнле пурнăçлассине пĕрле пухăнса татса памалла: е контейнерсем вырнаçтармалла, е кашни хуçалăхран каяшсене хутаç-миххе тултарса илсе тухмалла. Вырăс Сурăм ялĕнче каяшсене пухмалли вырăна палăртнă, ăна лицензиллĕ организаци турттарса тухать. Çулавăçра та ыйту татăлмалла — ял тăрăхĕн администрацийĕ граждансен пухăвĕсене ирттермелли графике йĕркелет.

Уйрăм çынсен тÿннĕ йывăçсене вăрмантан илсе тухмалли право пур-и?

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикасси ялĕнче пурăнакансем.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви çапла пĕлтерет: хальхи вăхăтра граждансен тÿннĕ тата хăрăк йывăçсене вăрмантан илсе тухмалли саккунлă ирĕк çук. Тĕрĕссипе, саккунра «валежник» ăнлава та палăртман. Çав вăхăтрах Федерацин вăрман хуçалăхĕн агентствин ĕç-пуçа уçăмлатакан çырăвĕ пур. Унта ирĕк илмесĕр хăрăк йывăçсене каснăшăн административлă майпа явап тыттарассине палăртнă, сиен 5 пин тенкĕрен иртсен вара — уголовлă яваплăх. Вăрман фончĕн çĕрĕсем çинчи йывăçсем çил-тăвăла пула тÿнсен те вĕсене касса илсе тухнине вăрлани тесе хаклаççĕ.

Вăрнар районĕнчи Хапăс ялĕнчи çула строительство планне кĕртме ыйтатпăр. Ку енĕпе суд йышăнăвĕ те пур.

Вăрнар районĕнчи Упнер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Шашкаров.

Республикăн Транспорт министерстви хуравлать: ЧР Министрсен Кабинечĕн 2017-2019 çулсенче тумалли çулсем валли укçа уйăрмалли йышăнăвĕнче 2018-2019 çулсенче Хапăс ялĕнчи Тĕп тата Çырма урамĕсенче çул тума палăртнă. Унсăр пуçне республика бюджетĕнчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çулсене юсама, тытса тăма укçа уйăрса пулăшаççĕ.

Чăваш Енĕн эндокринологи службине мĕншĕн хупаççĕ? Ытти çĕрте, пачах тепĕр майлă, çавнашкал службăна йĕркелеççĕ.

Республикăн эндокринологи диспансерĕн сотрудникĕсем.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен çакăн пек хурав илтĕмĕр: республикăн эндокринологи диспансерне тата вăрçă ветеранĕсен клиника госпитальне пĕрлештересси халăха медпулăшу кÿрессин пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе çыхăннă. Çак тытăма çĕнĕлле йĕркелени эндокрин системин чирĕсемпе аптăракансем валли пĕрлехи консультаципе диагностика центрне йĕркелеме май парать. Унта врач-эндокринологсем, врач-хирургсем пулĕç. Маларах вара тивĕçлĕ пулăшу илме пациентсен госпитальтен диспансера çÿреме тивнĕ.

Учрежденисене пĕрлештернĕ май госпиталь никĕсĕ çинче 30 койкăллă эндокринологи уйрăмне йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех унта ултă койкăллă реанимаци уйрăмĕ те пур.

Эндокринологи чирĕсемпе аптăракансемшĕн медпулăшупа усă курмалли майсем меллĕрех пулĕç. Пулăшăва çав пÿлĕмсенчех, çав врачсемех кÿрĕç, анчах — хăтлăрах условисенче. Эндокринологи диспансерĕн тытăмĕ туллин упранса юлать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.