Сĕт хакĕ ÿсет е чакать?

6 Дек, 2017

ЧР Ял хуçалăх министерстви республикăри хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакне сăнасах тăрать. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран 1 литр сĕте вăтамран 19,5 тенкĕпе пуçтарнă.

Чĕр тавар хакĕ сезонран килет. Çу кунĕсенче, сĕт нумай чухне, вăл йÿнелет, кĕрхи-хĕллехи тапхăрта вара ÿсет. Хака пахалăх та витĕм кÿрет. Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби районсенче халăх сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕсленĕ. Шел, чĕр таварăн 15-20 проценчĕ «Сĕт, сĕт юр-варĕ хăрушсăрлăхĕ çинчен» калакан техника регламентне тивĕçтермен. Тĕп сăлтавĕ — çимĕçе шывпа хутăштарни, çу, белок шайĕ пĕчĕк пулни.

Хушма хуçалăх тытакансемпе сĕт пуçтаракансем вăрах çыхăнса ĕçлекен, чĕр тавар пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăракан ялсенче лару-тăру урăхларах. Вĕсенче пĕр-пĕрне шанни, çынсем паха продукци сутма тăрăшни сисĕнет. Шыв хутăштарса камăн намăс курас килтĕр? Çапах хальхи вăхăтра хака йĕркелекенни — тирпейлекен предприяти. Ăна кура ыттисен хаклатма е чакарма тивет. Районсенче лару-тăру мĕнлерех-ха?

Элĕк районĕнче хушма ху­çа­лăх­сенчен 1 л сĕте 20-22 тенкĕпе туяннă. Тен, ку тăрăхра конкуренци çивĕччи ăна йÿнелме памасть? Элĕк райповĕн, «Новый путь» хуçалăхăн тата ытти предприятин вун-вун машини куллен ялсене çитет, пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕн «шурă ылтăн» пуçтарать. Шупашкар районĕнче вара ăна вăл 22 тенке /1 л/ çитнĕ. Çав хушăрах ăна 19 тенкĕпе хаклаканни те пур-ха /С.Федоров пайтаçă/.

Чи çивĕч конкуренци — Патăрьел тăрăхĕнче. 50 ытла предприяти, уйрăм пайтаçă халăхран сĕт ытларах пуçтарассишĕн куллен ăмăртăва тухать темелле. Ăна кура хакĕ те пысăкрах пулмалла пек. Çук иккен, 1 л чĕр тавара вăтамран 19 тенкĕпе кăна хаклаççĕ. Вăрнар районĕнчи 28 усламçă чĕр таваршăн 21 тенкĕрен /1 литрĕ/ ытла парасшăн мар. Кун пеккисем те сахал, ытларах 19 тенкĕ сĕнеççĕ. Йĕпреç /19 тенкĕ/, Канаш /19/, Куславкка /18/, Комсомольски /19,5/, Красноармейски /20/, Муркаш /20/ тата ытти районсенче те ытлашши тÿлесрен хăраççĕ тейĕн. Сăмах май, Комсомольски райповĕ çав хушăрах сĕте халăхран 25 тенкĕпе /1л/ илме хатĕр. «Молград» кооператив та унран юласшăн мар, 19-25 тенкĕпе туянать. Шел, кун пеккисем районта шутлă кăна. Улатăр енче «сĕт рынокĕнче» виççĕн кăна /Р.Янтыков ХФХ, Е.Воронцова пайтаçă, «Восход» пĕрлешÿ/. Çавăнпах-ши, усламçăсем чĕр тавара 17-18 тенкĕпе /1 литрне/ хакланипех çырлахаççĕ. Аякри тăрăха килекен çав-çавах пулмĕ теççĕ-ши? Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче вăл 18 тенкĕрен иртеймен-ха. Хĕле кĕнĕ май ял çыннисем сĕт хакланасса кĕтеççĕ. Чылай çемьешĕн вăл тупăш çăл куçĕ шутланать. Тăкак ÿсни вĕсене выльăх-чĕрлĕхрен хăпма хистет. Ĕне сахаллансан пайтаçăсен кĕсйи те çÿхелĕ. Апла пулсан хамăр ларакан туратах касмăпăр-и?

Нумай пулмасть çивĕч ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов лару ирттернĕ. Сĕт хакĕ пĕр вырăнта тăни мĕнпе çыхăннă-ши? Апат-çимĕç рынокне йĕркелес ыйтупа ĕçлекен сектор заведующийĕ Нелли Богданова пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенче сĕт пуçтаракансем чĕр тавара республика тулашĕнчи тирпейлекен пысăк предприятисене ăсатаççĕ. Вĕсем вара хака чакарса пыни сисĕнет. Тĕп сăлтавĕ: кăçал типĕ сĕт тата услам çу çине интервенци пулманни. Чылай сĕт компанийĕсем вара шăпах ун çине шаннăччĕ. Типĕ сĕтпе услам çу патшалăх резервĕ валли туянманни, Беларуç Республикинчен сĕт юр-варне йÿнĕпе турттарни те вырăнта туса илекен çимĕç хакне хăпартмасть. Малашне курттăм сутакан типĕ сĕт те йÿнелмелле, 1 килограмĕ 138 тенке çитмелле. Беларуç Республикинче вăл 135 тенке юлнă.

Çĕршыври, тĕнчери сĕт рынокĕнчи лару-тăру республикăра та сисĕмлĕ. Эрне хушшинче туянакан сĕт вăтамран 0,2 тенкĕ йÿнелнĕ /1 литрĕ/. Çакă Вăрнар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенче вара 1 тенке яхăн. Çав хушăрах Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тăрăхĕсенче 0,1 тенкĕ хăпарнă. Министр хак чакса кайнине район администрацийĕсем çителĕксĕр ĕçленипе те çыхăнтарнă. Лавккара вăл йÿнелмест-çке? «Çав хушăрах сĕт пахалăхĕ пирки те манмалла мар. Паха чĕр тавар йÿнĕ пулмасть, вăл хакланать кăна», — палăртнă Сергей Артамонов.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.