Хĕрсем каллех кĕрешеççĕ

4 Дек, 2017

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн Раççейĕн уçă кубокĕ пуçланчĕ.

Унта Раççей, Монголи, Эстони, Испани, АПШ тата Казахстан спортсменĕсем /пурĕ — 145 çын/ вăй виçеççĕ. Чăваш Ен чысне 7 çын хÿтĕлет. Ăмăртăва тĕнчери паллă кĕрешÿçĕсем Алелайн Грей /АПШ/, Батцецек Соронзонболдпа Орхон Пуревдож /Монголи/, Эпп Мае /Эстони/ хутшăнаççĕ.

Парне фончĕ — 50 пин доллар. Çĕнтерÿçĕсем 3000 доллара тивĕçĕç. РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев пĕрремĕш вырăна тухакансем валли ятарлă парне те хатĕрленĕ — бронза матрешка.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче хĕрсем финала тухассишĕн кĕрешеççĕ. Ыран вара пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсемшĕн тупăшĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысланă хыççăн куракансене Раççей эстрадин паллă ушкăнĕ «Иванушки Интернешнл» савăнтарĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: 

Комментировать

Новости по теме