Телевизорпа путек хуçисене тупрĕç

2 Дек, 2017

Хаçат вулаканĕсем пирĕншĕн, калем ăстисемшĕн — чи çывăх юлташсем. Чылай чухне эпир çыру урлă хутшăнатпăр. Вырăнти авторсем редакцие хыпар ярсах тăраççĕ. «Чăваш хĕрарăмне» çырăнса илекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни пушшех кăмăллă. Ку хутĕнче «Аннепе пĕрле» конкурса хутшăнакансене тав тумашкăн ятарласах редакцие чĕнтĕмĕр. Çавăн чухлĕ хăна пуçтарăнни хамăра та хăпартлантарчĕ. Уявра пĕрле савăннине мĕн çиттĕр?! «Чăваш хĕрарăмĕ» çемье хаçачĕ пулнине çак конкурс та çирĕплетрĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хаçат тиражĕ ÿссе пырасса шаннинчен пуçларĕ ăшă калаçăва. Уява килнисене хаçат-журнал çырăнса лотерейăна хутшăнма май пуррине аса илтерчĕ. Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова чăваш хаçачĕсене юратса вуланине палăртрĕ. Çавнашкалах çемьери хутшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланакан, хисеплекен килте ĕç кал-кал пырать. Пирĕн, хĕрарăмсен, паллах, арçын хÿттинче пурăнас килет. Упăшкине — пуç, арăмне мăй вырăнĕче пулса килĕшÿре пурăнма сунчĕ Алевтина Николаевна.

 

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн кураторĕ Геннадий Максимов «Хыпар» Издательство çурчĕ кирек хăш ăру валли те хаçат-журнал кăларнине палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене хăйĕн «Вăхăта парăнман юрату» кĕнекине парнелерĕ.

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина малашне те туслă пурăнма, йыш хушма тĕллев тытнине каларĕ. Конкурссем татах та пулĕç. Апла тăк тĕл пулма сăлтав тупăнсах тăрĕ.

Элĕк районĕнчи Шураçри Федоровсен шухăш хăвачĕ, чăнах, иксĕлми. Вуланă хыççăн та «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа усă курма май пуррине кăтартса пачĕç вĕсем. Хăш-пĕр ĕçĕпе каярах та паллаштарăпăр. «Çĕнтернине ĕненес килмерĕ. Малтан çакна шÿт вырăнне йышăнтăмăр. Гран-прие тивĕçни çинчен çырнине вуласан савăнăçлă хыпара тăвансене пĕлтертĕмĕр», — каласа кăтартать пушар хуралĕнче тăрăшакан Сергей Алексеевич. Вăл уява пуçтарăннисене хăналамашкăн кăпăшка шарлотка пĕçерсе килнĕ. Унăн йĕплĕ хурлăхан компотне те юратса ĕçрĕмĕр. Сăмах май, хастар та пултаруллă Федоровсем — тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем. Вĕсем Леонид Якубович ертсе пыракан «Асамлă уй» телекăларăма та хутшăннăччĕ.

Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри Светлана Михайлова васкавлă ĕçе пула чыслава килесси иккĕленÿллĕччĕ. Пур пĕрех çула тухма май тупнă вăл. Путек панине пĕлсех уявран епле юлăн?

Конкурсри сăн ÿкерчĕкре Канаш районĕнчи Малтикасри Надежда Алексеевăн хĕрĕ хаçат вулать. Çурăмпа çаврăннă хĕрарăм вара тăрăшсах ĕне сăвать. Хыçалтан пăхсан аслă ÿсĕмри çын пекех курăнать вăл. Редакци пÿлĕмне вара шашкă çĕлĕкĕ тăхăннă илĕртÿллĕ амăшĕ килсе кĕчĕ. Тĕрĕсех, витене капăрланса тухмаççĕ. Чыслава килмен пулсассăн çывăхрах паллашма май пулĕччĕ-ши унпа?

«Аннепе пĕрле» конкурса хутшăнас тесе Элĕк районĕнчи Константиновсем икĕ экземпляр «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат çырăннă. Мĕншĕн ун пек пулса тухнă-ха? Малтанхи квитанцире амăшĕн Любовь Михайловнăн ятне кăтартнă. Анастасия Соколова конкурса хăйĕн ячĕпе хутшăнас тĕллевпе юратнă кăларăма тепĕр экземпляр çырăннă. Редакци ĕçченĕсене пăтраштарас темен вĕсем. Хаçатне кам çырăннă? Соколова. Çыруне кам вĕçтернĕ? Соколова. Ара, эпир сăн ÿкерчĕкпе пĕрле «Чăваш хĕрарăмне» 2018 çулта илсе тăмашкăн çырăннине ĕнентерекен квитаци ыйтнăччĕ. Уява килнĕ Любовь Константинова чăвашла вулама юратнине палăртрĕ. Районти культура çурчĕн пуçлăхĕнче вăй хунăскер тăван халăх юррисене те тĕнчипех янратнă.

«Ачисем киле пуçтарăнсассăн амăшĕ — чи телейли, чи пуянни, çавăнпах тăван тăрăха тăтăш çÿретĕп», — тет Юрий Петров. Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнче пурăнакан 88 çулти амăшĕпе Галина Петровăпа темĕн тĕрлĕ сăн ÿкерĕннĕ вăл.

Уява килнисем çемйипех «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат вуланине хăпартланса каларĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине сыхласа хăварма, культурине аталантарма малашне вулакансемпе пĕрле тăрăшăпăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.