Пурнăç тĕллевĕ ан çухалтăр

2 Дек, 2017

Раштавăн 3-мĕшĕ — Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Чăваш Республикинче 84 800 сусăр çын пурăнать. Пысăках мар регионăн мĕн пур йышĕн 7 проценчĕпе танлашать ку. Вĕсене социаллă пулăшу кÿрессипе Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин 40-е яхăн учрежденийĕ тăрăшать. Сывлăх енчен хевтесĕррисене реабилитацилес, абитацилес тĕллевпе чăннипех сахал мар вăй хураççĕ çавнашкал организацисен ĕçченĕсем. Кăçал кăна медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсем çак ĕçе мĕнлерех йĕркелесе пымаллине палăртса уйрăм сусăршăн юрăхлă 53 пин программа хатĕрленĕ.

Çак цифрăпа паллашнă май хăйсене обществăран уйрăм туякан, пурнăç тĕллевне курма пăрахнă инвалид пирĕн хушăра пулмалла та мар пек. Анчах чăнлăхра час-часах урăхларах ÿкерчĕк куç умне тухать: пирĕн тăрăхра та сусăрсем хăйсене никама кирлĕ мар çынсем пек туйни тĕл пулать-ха. Вĕсене куллен пулăшу кÿрекен учрежденисен тĕлĕшпе те, çынна пулăшма ÿркенмен йышлă волонтерсем пирки те иккĕленÿ çуралать: чи паха пулăшупа — сусăрсен чунĕнче хавхалану çуратма пултараканнипе — тивĕçтерееççĕ-ши? Паллах, ырă ĕçсем кашнийĕнех пур, анчах çырлахмалăх…

Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксене инклюзивлă майпа пĕлÿ парассине республикăри вĕрентÿ тытăмĕн ертÿлĕхĕ юлашки тăватă-пилĕк çулта тимлĕрех сăнама пуçларĕ. Унччен вара пултараканни шкула çÿренĕ, хăй тĕллĕн тухайманнисене вĕрентĕве явăçтарас тĕлĕшпе пĕлÿ çурчĕсем нимĕн те туман. Красноармейски салин шкулĕсенчен пĕринче ĕçлекен пуçламăш классен учителĕ Галина Никифорова çакнашкал лару-тăрăва лăпкăн йышăнма пултарайман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пултаруллă педагог чунĕ хушнипе инвалид ачасем патне килне çÿреме тытăннă. Ютшăнаканскерсене тĕрлĕ ĕçпе аппаланма хăнăхтарнă май шăпăрлансем мĕнлерех уçăлса пынине сăнанă. Çапла икĕ-виçĕ ачана кăна мар, темиçĕшне пурнăç тĕллевне тупма пулăшнă Галина Васильевна. Ырă кăмăлпа пуçарнă ĕç хăйĕн «çимĕçне» кÿнине, ашшĕ-амăшĕ пепкин аталанăвĕпе мĕн тери кăмăллă пулнине кура «Эпĕ пĕччен мар» программа хатĕрлес шухăш пуçне кĕнĕ. Проект сусăр ачасен çитĕнĕвĕсемпе паллашма май панă.

Хальхи вăхăтра инвалидсене пултарулăх хутлăхне илентерес енĕпе психологи-педагогика пулăшăвĕ самай пуян. Çапах та методикăна алла илни кăна çителĕклĕ-и? Ку ĕçре чунлăх тĕп вырăна тухни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та сцена çинче илемлĕ хускану тăвакан сусăр ачана куратпăр-и, аллине киçтĕк тытса хÿхĕм картина ăсталакана асăрхатпăр-и — çакнашкал илем хыçĕнче мĕнлерех чăтăмлăхпа палăракан, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын тăнине куç умне кăларма манар мар.

Кăçал çавнашкал пултаруллă, пысăк чĕреллĕ тепĕр хастарпа паллашма тÿр килчĕ. Людмила Семенова, ÿнер тĕнчинче хăйĕн çул-йĕрне чылай çул туптанă хореограф, аутизм диагнозĕллĕ ачасемпе сусăрсен ашшĕ-амăшĕ тархасласа ыйтнипе ултă çул каялла ĕçлеме пуçланă. Малтанхи утăмсем çăмăл килмен. Шалти туйăмĕ кăна ăста педагога çитĕнÿсем пуласса шантарнă. Тĕп хулари коррекци 1-мĕш шкулĕнче воспитанипе пĕлÿ илекен çав ачасем халĕ акă тĕрлĕ мероприятие тухса çÿреççĕ. Çак кунсенче кăна, чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Шупашкара Аслă Устюгран килсе çитнĕ Хĕл Мучипе Пăр керменте иртнĕ хаваслă тĕл пулăва хутшăннисем Людмила Александровна ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕн «Петушки» ташшипе киленсе паллашрĕç. «Тивĕçлĕ канура вăхăта усăллă епле ирттереттĕм-ха? Халĕ ав çăмăл мар шăпаллă ачасене пултарулăх анинче ертсе çÿреме пултарнăран вăй-хал хушăнать, кăмăл çĕкленет», — йăл кулса калаçать ăста.

Ырă тĕслĕхсем çав тери нумай илсе кăтартма пулать. Çын нушине хăйсенни пек çывăх йышăнса сăваплă çулпа утакансен пархатарлă ĕçĕ обществăшăн мĕн тери паха та пĕлтерĕшлĕ пулнине статистика кăтартăвĕсемпе çирĕплетмеççĕ. Çапах та çакна палăртмалла: хăш-пĕр самантра реабилитаци çакнашкал меслечĕ сусăрсемшĕн /ача-и вăл е çитĕннĕ çын-и — пур пĕрех/ медицина пулăшăвĕнчен те витĕмлĕрех, социаллă çăмăллăхсенчен те кирлĕрех.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.