Паян «Единая Россия» парти конференцийĕ уçăлчĕ

1 Дек, 2017

Паян Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧПУн Ларусен залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн XXVI конференцийĕ уçăлчĕ.

Конференци ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, республикăн социаллă-экономика пурнăçĕпе паллаштарчĕ, тăван тăрăх аталанăвне «Единая Россия» парти членĕсем уйрăмах пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. «Эпир — пĕр команда, эпир пĕрле ĕçлесшĕн, пĕрле пурăнасшăн», — терĕ Михаил Игнатьев.

XXVI конференцин кун йĕркине Чăваш регион уйрăмĕн 2018 çулхи тĕллевĕсене, ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне палăртассине, «Единая Россия» партин XVII сьездне кайма делегатсем суйлассине кĕртнĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать