- Чăвашла верси
- Русская версия
Ял пурнăçне хулапа улăштармĕ
«Икĕ алла — пĕр ĕç», — тенĕ те Лариса Федорова тĕп бухгалтертан фермера куçнă. Кăçал «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.
Каç енне юр вĕçтерме тытăнчĕ. Тавралăха самантрах шурă чатăр карса илчĕ. Аслă çултан аякра вырнаçнă Утар шăплăха, каç сĕмлĕхне путрĕ тейĕн. Юрать, такăр çул Федоровсен кил хуçалăхĕ умнех çитет. Ăна укăлчаран çемье хăйĕн укçипе тăснă, пылчăклă урама вак чул сарса хытарнă. Пире кĕтсе кил хуçи хапха умнех тухнă. Илемлĕ те çутă сăн-питлĕ, яштака хĕрарăм фермерта ĕçленине ниепле ĕненес килмерĕ. Вăр-варскер вăхăта сая ямарĕ, пушмака улăштарса тăхăнма ыйтрĕ те пахчана ертсе тухрĕ. «Йĕпе вырăнта пурăнатпăр, çăвĕпех йĕркеллĕ типмест», — ăнлантарчĕ вăл ферма енне утнă май.
Çĕнĕ технологипе хăпартнă витере ăшă, таса, çутă. Сĕт савăчĕсем валли ятарлă пÿлĕм тунă, канализаци, çутă кĕртнĕ. Кранран сивĕ, вĕри шыв юхать. Ĕнесен умне те пăрăх тăрăх ăшă шыв çитет. Тислĕк шĕвекĕ витерен ятарлă управа пуçтарăнать. Хальлĕхе витере çурма пушă. Тăхăр ĕне кăна ик-кен. Кĕтĕве икĕ хут ÿстерсен те вырăн çителĕклех кунта. «Ферма хута кайрĕ кăна-ха, майĕпен йыш хушăнмалла», — терĕ фермер. Ĕнесене сĕт аппарачĕпе сăвать вăл. Вĕсен пăруламалли вăхăчĕ çывхарнă май нумайăшне пăрахтарнă ĕнтĕ. «Çавăнпа сăвăм чакрĕ, талăкра ĕне пуçне 15 литр сĕт антараççĕ. Усламçăсене пĕр литрне 21 тенкĕпе сутатпăр, — каласа пачĕ Лариса Федорова. — Çулла вара 16 тенке те анса кайнăччĕ. Унччен чĕр тавар хакĕшĕн ытлах пăшăрханман. Вăл пирĕншĕн шалу çумне хушма тупăш пулнă. Фермер хуçалăхĕ уçнă май тăкаксем ÿсрĕç. Ирĕксĕрех сĕт хакланасса кĕтетĕн, кашни пусне шутлатăн».
— Мĕншĕн витене пахчарах тăвас терĕр? — ыйтрăм эпĕ.
— Çывăхра ирĕклĕ çĕр пулмарĕ. Уравăшри «Мир» хуçалăх хупăннăранпа фермисем пуш-пушах лараççĕ. Анчах юхăнчăка çĕкличчен çĕннине туни нимĕн çитмĕ. Кунта вара куç умĕнче, вунă утăмрах темелле. Пÿртре чухне те кантăкран витене сăнатăп, — хуравларĕ фермер.
Çирĕп те типтерлĕ хуçалăх Федоровсен. Хуралти урлă чăх-чĕп вĕçсе каçаймĕ. Кил-çуртĕнче Лариса Тимофеевна пĕчченех хуçаланать: мăшăрĕ — командировкăра, хĕрĕ хулара аслă шкулта вĕренет. Ферма хуçалăхĕ пысăклансан упăшки те пĕрлех вăй хурасшăн.
Лариса Федоровăна тĕп бухгалтертан фермера куçма мĕн хистенĕ-ши?
— Эпир хушма хуçалăхра яланах выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă. Сĕт юр-варне, аш-какай сутса тупăш илнĕ. Эпĕ ĕçленĕ предприяти сасартăк хупăнсан хушма хуçалăхра вăхăта ытларах ирттертĕм. Выльăх йышне ÿстертĕмĕр: виçĕ ĕнепе вунă вăкăра çитертĕмĕр. Паллакансен сĕнĕвне шута илсе тата тупăш кĕнине кура фермер хуçалăхне йĕркелерĕмĕр. Патшалăх пулăшăвне илме документсем тăратрăмăр. Конкурс витĕр тухса гранта тивĕçни пирĕншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. 3 млн тенке 23 ĕне вырнаçмалăх ферма тума, çĕнĕ трактор, ял хуçалăх техники туянма тăкакларăмăр. Паллах, хамăрăн кĕсьерен самай кăларма тиврĕ. «Кирлех-ши пире фермер хуçалăхĕ? Унсăрах ĕçлер-и тен?» — иккĕленчĕ малтанах мăшăрăм. Малалла вулас...
Комментировать