- Чăвашла верси
- Русская версия
Аннеçĕм, анне...
Анне — чи çывăх та хаклă çын. Вăл пире чĕре айĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿрет, çын тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать. Мĕн пĕчĕкренех хăйĕн ăшшипе юратăвне пире парса ÿстерет, тĕрĕс çул çине тăратма ăнтăлать, йывăрлăхра пулăшать. Тĕнчери пĕтĕм амăшĕ çапла ĕнтĕ. Анчах çак сăмахсене манăн хамăн аннене Наталья Кульмаковăна халаллас килет. Вăл хăйĕн юратăвне пире парнелет. Аннеçĕм пур енĕпе те пултаруллă. Алсиш-нуски çыхма, тутлă апат пĕçерме, хăяр-помидор тăварлама юратаканскер нихăçан та ахаль лармасть. Ырă кăмăллăскер пуринпе те ăшшăн калаçать. Тен, çавăнпа пулĕ атте ăна пĕрре курсах килĕштернĕ. Телей кайăкне алăран вĕçертес темен-тĕр. Пĕр ялта çитĕннĕ аннепе çемье çавăрнă.
Комментировать