- Чăвашла верси
- Русская версия
Саппас алăксем çинчен е Хăрушсăрлăх ыйтăвĕнче перекетлĕх кирлĕ-и?
Суту-илÿ центрĕсем халăха темĕнпе те илĕртеççĕ: япала туянатпăр, кино куратпăр, кафере ларатпăр… Çакăнтах инкек пуласси пирки шухăшлатпăр-и-ха? Сăмахран, тăрук пушар тухасси е террористсем ярса илесси пирки. Телее, пирĕн республикăра ку енĕпе пурнăç лăпкă. Çавăнпа унта-кунта хăрамасăрах тухса кĕретпĕр. Мегаполиссенче вара, Мускавра тĕслĕхрен, суту-илÿ центрĕсенче бомба хуни çинчен тăтăшах суя хыпар пĕлтереççĕ. Икĕ çул каялла хам та ун пек лару-тăрăва лекнĕччĕ.
Никам та кăсăкланмасть
«Эпĕ пысăк лавккасене кĕмессерен хуралçăран саппас алăк ăçтарах вырнаçнине ыйтатăп, ăнсăртран темĕн сиксе тухас тăк ăçталла каймаллине пĕлмелле-çке. Хуралçăсен хуравĕ тĕлĕнтерет тепĕр чухне. «Виççĕмĕш кун кăна ĕçлетĕп, пĕлместĕп», — текен те пур», — çапла каласа кăтартнăччĕ пире, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене, нумаях пулмасть иртнĕ семинарта Мускавран килнĕ эксперт Светлана Яковлева. Чрезвычайлă лару-тăрура, теракт вăхăтĕнче шар курнисене психологи пулăшăвĕ панăскер инкек çири кĕперен çывăх пулнине такамран лайăх пĕлет. Çавăн чухне шухăш çуралнăччĕ: Шупашкарти суту-илÿ центрĕсенче хурал ĕçченĕсенчен çакăн пек ыйтас тăк мĕн калĕччĕç- ши? Ăна тĕпчеме иртнĕ эрнекун редакци ĕçченĕсемпе пĕрле рейда тухрăмăр.
Вăхăт кăнтăралла çывхаратчĕ, регионсен хушшинчи суту-илÿпе курав центрĕнче /МТВ-центр/ халăх нумаях марччĕ. Иккĕмĕш хута хăпарсанах хуралçа куртăмăр. Сывлăх суннă хыççăн саппас алăксем ăçтарах пулнипе кăсăклантăмăр.
— Кашни хутрах икĕ енĕпе те уçă вĕсем, эвакуаци планĕнче йăлтах кăтартнă. Эсир камсем? Мĕншĕн кун пек ыйтатăр? — тĕлĕнчĕ Сергей Медяев контролер /ятне-шывне бейдж çинче вуларăмăр/.
— Ахаль çынсем, япала туянма килтĕмĕр. <...> Пушар е теракт пулас тăк ăçтарах тарса ÿкмеллине пĕлесшĕнччĕ, — тÿрре тухрăмăр эпир. Вăл пире ĕненменнине кура хаçатран пулнине пĕлтертĕмĕр. Пирĕн пек ыйтусем хальччен никам та паман-мĕн. «<...> Видеокамерăсем ĕçлеççĕ, иккĕленÿллĕ çынсене хамăр та чаратпăр, пысăк сумкисене тĕрĕслетпĕр. Темĕнле çын та кĕрсе тухать, вăл шутра психика тĕлĕшĕнчен сывă маррисем те. Хирĕç тăру сиксе тухсан сутуçăсем тÿрех пире систереççĕ, эпир тивĕçлĕ мера йышăнатпăр», — ăнлантарчĕ вăл. Центртан тухса кайнă чухне 1-мĕш хутри контролер та пострах тăнине куртăмăр. Сăмах май, саппас алăксем пĕрремĕш, иккĕмĕш хутсенче икĕ енĕпе те уçăччĕ, ыттисене тĕрĕслемерĕмĕр.
Калама юраман
«Мадагаскарта» форма тăхăннă рациллĕ хĕрарăм хуралçа хăвăртах тупрăмăр. Эвакуаци алăкне кăтартиччен малтан вăл пире: «Эсир камсем? Сире мĕн тума кирлĕ ку?» — ыйтусем пачĕ.
— Инкек сиксе тухас тăк ăçтан тарса хăтăлмаллине пĕлмелле вĕт пирĕн, — ăнлантартăмăр эпир тавар туянма килнĕ ахаль çынсем пек курăнма тăрăшса.
— А-а-а… Алăксене уçмалла пулĕ тесе шухăшларăм… Эпĕ хуралçă мар, ăна йăпăртлăха улăштаратăп çеç, видеокамера сăнакан оператор», — терĕ И. Унтан вăл саппас икĕ алăка пырсах кăтартрĕ. Вĕсене магнит çăрапа питĕрнĕ. Пушар е ытти инкек чухне кăна уçаççĕ. «Пирĕн сигнализаци питĕ сисĕмлĕ. Сăмахран, тăваттăмĕш хутра ачасем батут çинче сиксе маччана перĕнсен те пушар тревоги тесе сигнализаци ĕçлесе каять. Хуралçăсем раципе: «Сирĕн йĕркеллех-и?» — тесе кашни постран ыйтаççĕ, реакци — çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа. Урăх калаçаймастăп, поста васкатăп», — тесе И. уйрăлчĕ. Эпир япала сутакан пĕр уйрăма кĕрсе пăхкалам пекки турăмăр. Унччен те пулмасть, хуралçă-оператор пирĕн пата хăй пырса сăмах хушрĕ: «Ман сире нимĕн те каламалла марччĕ. Тен, эсир вăрăсем?» <...> Эпир кунта рейд ирттернине пĕлсен вăл сменăра аслине чĕнчĕ. Лешĕ, паллах, мĕнле хаçатран, кам хушнипе килнине ыйтса пĕлчĕ. Йăлтах тĕрĕссине каларăмăр, удостоверени кăтартрăмăр. Смена ертÿçи пире хурал енĕпе ĕçлекен пысăкрах пуçлăх патне ярасшăнччĕ, унпа раципе çыхăнчĕ. «Издательство çурчĕ пирĕн центрпа килĕшÿ тунă-им?» — пире йышăнма хирĕçлерĕ пуçлăх. Хуралçăсем пире нимĕн те çыртарасшăн марччĕ, хăйсен ятне те кăтартма хушмарĕç. <...> Эпир саппас алăксемпе кăсăкланни çакнашкал шăв-шав çĕклессе шухăшламанччĕ. «Ку таранччен никам та ыйтманран иккĕленÿ çуралчĕ-ха. Акă халь вăл сирĕлчĕ, кăмăллă та ырă шухăшлă çынсем эсир», — çакнашкал вĕçленчĕ калаçу.
Сутуçăсем те пулăшма тивĕç
«Мега Молта» хуралçа шыраса утнипе ура ывăнчĕ. Тăваттăмĕш хута хăпартăмăр, виççĕмĕшне антăмăр… Кирлĕ çынна курмарăмăр. «Вĕсене ăçта тĕл пулмалла-ши?» — тесе тирпейлÿçĕрен, сутуçăсенчен ыйтрăмăр. «Хутран-ситрен иртсе кайкалаççĕ-ха», — терĕç. Ку центр — Шупашкарта чи пысăккисенчен пĕри, коридорĕсем тем тăршшĕ. Нихăçан та килсе курман çыншăн уйрăмах йывăр: хăрушлăх сиксе тухас тăк ăçта каймалла? Чей лавккин сутуçи тĕп алăкран, ăçтан кĕнĕ — çавăнтан, каймаллине ăнлантарчĕ. «Тăваттăмĕш хутран унта хăçан чупса çитейĕн, пушар чухне лифтпа, эскалаторпа усă курма юрамасть вĕт», — иккĕлентĕмĕр эпир. «Пирĕн кунта хăрушлăх енĕпе тăтăшах вĕренÿ иртет. 5-8 минутра пуçтарăнса тухма пулать, хамăр тĕрĕсленĕ çакна», — ĕнентерчĕ сутуçă.
Пĕрремĕш хутра контролера куртăмăр. Пирĕн ыйту хурал службин ĕçченĕсене тĕлĕнтермерĕ, вĕсем хăнăхнă имĕш, саппас алăксемпе кăсăкланакансем татах пур. «Кирек хăш сутуçă та эвакуациленме пулăшать, вĕсем ыйтакана хуравлама тивĕç», — терĕç. Ку чăнах та çапла пулнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр. <...> Тулли верси...
Комментировать