«Асам» кинофестиваль

15 Ноя, 2017

Чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче республикăра Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ иртет. Вăл «Çеçпĕл» кинотеатрта уçăлнă.

Мероприятие Чăваш Енре виççĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ — киноискусствăри пултаруллă ăстасене палăртасси, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕпе паллаштарасси, халăхра наци фильмне сарасси.

Жюри конкурса тăратнă кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документлă, анимациллĕ фильмсене 14 номинаципе хаклĕ. Чи лайăххисен вара тĕп приза çĕнсе илессишĕн тупăшма тивĕ. Чăваш киноискусствине аталантарас тĕлĕшпе тÿпе хывнă фильмсене ятарлă номинаципе палăртĕç.

Куракансем Наци библиотекинче паллă поэтăн тата журналистăн Марина Карягина режиссерăн «Халăх хĕрĕ. Валентина Смирнова опера юрăçи», «Дамский угодник» документлă, Вячеслав Оринов режиссерăн «Ехрем хуçа» илемлĕ фильмĕсемпе паллашнă. Киносеанссене тÿлевсĕр кĕртеççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.