Предприниматель те – ĕçлекенех

Çынна, предпринимателе, ĕç хутшăнăвĕсене çырса çирĕплетмесĕр ĕçе йышăнни саккунлă-и?

Ю.ПЕТРОВА.

Шупашкар хули.

Вулакан ыйтăвне Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕн заместителĕ Е.Чурбанова хуравларĕ:

— Ку ыйтăва пайăр тĕслĕхе тĕпе хурса хуравлани вырăнлă. Калинин районĕн прокуратури нумаях пулмасть пĕр предприниматель ĕçлекенĕн ĕçлев прависене пăхăннине тĕрĕслерĕ. Ĕçлев кодексĕн 16 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекенпе ĕç паракан хушшинчи ĕç хутшăнăвĕсем ĕç килĕшĕвĕ тусан, çавăн пекех ĕç килĕшĕвĕ туман тĕслĕхсенче ĕç паракан е унăн представителĕ ирĕк панипе çын ĕçе пуçăнсан çуралаççĕ.

Ĕç килĕшĕвĕ — ĕç паракан ĕçлекене ĕç парассине, ĕç условийĕсене, тÿлеве çирĕплетекен документ. Ĕçлекен вара хăй енчен хайхи ĕçе пурнăçлама, ĕç йĕркине пăхăнма шантарать. Урăхларах документ та пур — гражданла право килĕшĕвĕ. Вăл икĕ е ытларах çын гражданла правасемпе тивĕçсене палăртас, улăштарас е пăрахăçлас тĕлĕшпе килĕшсе татăлнине çирĕплетет. Кунашкал килĕшÿпе уйрăм ĕçе, хушăва пурнăçланă чух усă кураççĕ. Ĕçлев кодексĕ çакнашкал килĕшÿпе ĕçлекенсемпе ĕç паракан хушшинчи ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемешкĕн усă курма чарать.

Прокуратура тĕрĕсленĕ, ачасем валли тавар сутакан предприниматель вара шăпах ĕç килĕшĕвне гражданла право килĕшĕвĕпе улăштарнă. Суту-илĕве йĕркелеме çак предприниматель тата икĕ предпринимательпе вĕсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли килĕшÿсем тунă. Çав ĕçсемшĕн саккун-па çирĕплетнĕ пекех уйăхра икĕ хут шалу тÿлессине палăртнă. Çав çынсем ĕçе сменăпа улшăнса тухнă. Анчах вĕсен предприниматель статусĕ пулни çак хутшăнусем ĕç хутшăнăвĕсем пулманнине пĕлтермест. Чăннипе, хайхи килĕшÿсене тишкерни вĕсен хушшинче ĕç хутшăнăвĕсем çуралнине çирĕплетет. Вĕсене ĕçлемешкĕн тара тытнă, çакă вĕсем ĕçе ăнсăртран пĕрре мар, графикпа килĕшÿллĕн куллен çÿренинчен те курăнать.

Çак тĕслĕхпе прокуратура предприниматель тĕлĕшпе КоАПăн 5.27 статйин 4-мĕш пайĕпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă. Сăмах май, Калинин районĕн прокуратуринче ĕçлев ыйтăвĕсемпе «хĕрÿ лини» уçнă, 52-12-56 е 52- 30-98 телефонсемпе шăнкăравласа ĕçлев саккунĕсене пăснă, шалăва «конвертпа» тÿленĕ, ĕç укçине вăхăтра паман тĕслĕхсем çинчен пĕлтерме пулать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.