Ача пуласлăхĕ - вĕрентекен аллинче

30 Апр, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет халăхĕ пĕр çын пек пулса нимĕç вăрă-хурахне хирĕç паттăррăн çапăçнă. Кашниех телейлĕ малашлăха ĕненнĕ. 1943 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Уйкас ялĕнчи Петр Андреева çара илнĕ. Çур çултанах тăванĕсене чăваш салтакĕ Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче ĕмĕрлĕхех куç хупни çинчен пĕлтернĕ.

...Феоктиста Ивановнăна çăмăл пулман юратнă мăшăрне çемьерен уйăрса вăрçа ăсатма. Хуçалăхри мĕн пур йывăрлăх чăваш хĕрарăмĕн хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Нушине те сахал мар курнă вăл.

1944 çулхи нарăсра, шартлама хĕл сиввинче, кун çути курнă та Ганна Петровна.

- Манăн шкула каяс, вĕренес килетчĕ, - ăшшăн аса илет халĕ ачалăх çулĕсене хĕрарăм.

Клавдипе Шура аппăшĕсен ырă тĕслĕхĕ те хавхалантарнă пуль çав ун чухне. Çуралнă тăрăхра тăватă класс ăнăçлă пĕтерсен хĕр ача Апакассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿреме тытăнать. Кайран, вăтам пĕлÿ илме тĕллев тытнăскер, 4 çухрăмри Виçикассинчи шкула çул такăрлатать.

...Алăра - аттестат. Унта лайăх паллăсем çеç. Çамрăк çийĕнчех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетне вĕренме кĕмешкĕн ыйту çырать. Каникулта малтан вĕреннине тепĕр хут аса илет, хушма литература вулать.

Тăрăшни, вăй-хал хуни сая кайман. Пулас учительница тĕрĕслев экзаменĕсене ăнăçлă тытса педуниверситет студентки пулса тăрать.

- Аслă шкула кĕнĕшĕн чăннипех савăнтăм, - уççăн пĕлтерет педагог. - Пĕрремĕш курсрах студентсемпе, пÿлĕмри тантăш-хĕрсемпе хăюллăнах нимĕçле калаçаттăмăр. Вĕреннĕçемĕн чĕлхе тата якалчĕ. Акцент та çухалчĕ...

Часах алла диплом илме вăхăт çитет: ачалăхри ĕмĕт пурнăçланать, амăшĕпе педагогсен таса халалĕ çитет.

ЧР Вĕренÿ министерствин направленийĕпе Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăри вăтам шкулта ĕçлеме тытăнать çамрăк специалист. Кĕске вăхăтрах коллективра ырă ят çĕнсе илет вăл. Ĕçленĕ хушăрах ялти çамрăксен пултарулăх кружокне çÿрет, яш-кĕрĕме ырă тĕслĕх кăтартать. Драма кружокĕнче ăсталăхне туптать.

- Пулас упăшкапа иксĕмĕре яланах яваплă рольсем паратчĕç, - палăртать хĕрарăм. - Пушă вăхăт çукчĕ, уроксем хыççăн çынсен хушшинче пулнă, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ патне çитме тăрăшнă.

Асăннă шкулта 23 çул ĕçлет хĕрарăм. Ахаль учительтен пуçласа директора çитет, шкула пур енĕпе те районта çеç мар, республикăра та малтисен йышне кăларать. Вĕсен опычĕпе паллашма ытти районтан килсе çÿреççĕ. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ тытăмра хăйсен вырăнне тупаççĕ. Вĕсен хушшинче ăслăлăх ĕçченĕсем, çар çыннисем пур, хăйĕн пекех нимĕç чĕлхине вĕрентекенсемех - 50 çын ытла.

Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул çуртне туса пĕтеричченех, 1988 çулта, ертÿçĕн пур енлĕ пултарулăхне шута илсе Ганна Андреевăна директора çирĕплетеççĕ.

Кĕске вăхăтрах вăл та республикăри чи лайăх шкулсен йышне кĕрет. Пуçлăха мăшăрĕ РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Николай Андреев, пулăшса пынине палăртса хăварас килет.

2007 çултанпа Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ганна Петровна Çĕрпÿ районĕнчи Апакассинчи тулли мар вăтам шкул тилхепине çирĕппĕн тытса пырать. Халĕ кунта 97 ача пĕлÿ илет, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисем çук.

- Кашни ачан шăпи педагогсен аллинче, - тет шкул директорĕ.

Унăн кашни кунĕ хăйне евĕрлĕ, тĕрлĕ пулăмпа пуян.

- Çынна ятлас йăла çук, - пытармасть шкул директорĕ. - Унăн ĕçне хак парасси - пĕрремĕш вырăнта. Çав вăхăтрах хăвăн та кая юлма юрамасть: тишкермелле, тĕпчемелле, сăнамалла, вĕренмелле. Çаксем çынри нумай паха ене çийĕнчех асăрхама пулăшаççĕ.

Нимĕç чĕлхи вĕрентекенскер канмалли кунсенче те пушă мар. Вăл яланах шыравра.

Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕн хастарлăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. Класс ертÿçисем япăхрах вĕренекенсемпе йĕркене пăсакансем патне тăтăшах кайса çÿреççĕ, ашшĕ-амăшĕпе ĕçлĕ калаçусем ирттереççĕ, канашлаççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ. Кашни уйăхрах ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членĕсен пухăвĕ иртет.

Шкулта 10-на яхăн кружок ĕçлет. Хурт-хăмăр пăхма та вĕрентеççĕ. Ăста утарçăсем хăйсен опычĕпе ачасене паллаштараççĕ. Кунсăр пуçне шкулта çамрăк пушар хуралçисен отрячĕ йĕркеленнĕ. /«Республикăри пĕрремĕш тĕслĕх ку», - тет республикăри пушар хуралçисен, ветерансен канашĕн председателĕ Георгий Фадеев/.

Общество ĕçĕшĕн вăйне те, вăхăтне те шеллемест педагог. Геннадий Волков академик та унăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Ганна Петровнăн ятне Красноармейски тата Çĕрпÿ районĕсен энциклопедине кĕртнĕ.

Хăйĕн ĕçне чунтан юратать хĕрарăм. Вĕлле хурчĕ пекех ĕçчен вăл. Чăннипех канăçа çухатнă тейĕн çав...

Ганна Петровнăн çепĕçлĕхĕ, сăпайлăхĕ, этемлĕхĕ чуна тыткăнлать. Ахальтен мар пуль ĕçтешĕсем: «Эсир пурришĕн савăнатпăр, Ганна Петровна», - теççĕ. Вăл чăннипех те сăваплă çав сăмахсене тивĕçлĕ.

Педагог-ветеран

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.