- Чăвашла верси
- Русская версия
Халăх участковăйĕ — Сĕнтĕрвăрринчен
Вĕсен служби йывăр та хăрушă. Сăмахăм, полици ĕçченĕсем пирки. Ĕçĕ ансат мар пулин те йĕрке хуралĕнче хĕрарăмсем те вăй хураççĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Унăн çĕнтерÿçи — Раççей ШĔМĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи полици уйрăмĕн майорĕ Татьяна Осокина. Ăна республика çыннисем суйланă. Мĕнле майпа? ЧР ШĔМĕн сайтĕнче иртнĕ сасăлава 12 пин ытла çын хутшăннă, çамрăк майор чи нумай сасă пухнă, уншăн 4 пине яхăн çын сасăланă.
Татьяна Осокина шалти ĕçсен органĕсенче вунă çул каялла вăй хума тытăннă. Ку професси пирки вăл ачаранах ĕмĕтленнĕ. Майор Сĕнтĕрвăрри районĕнчи икĕ ял тăрăхĕшĕн яваплă. Унта профилактика ĕçĕсем çÿллĕ шайра иртеççĕ. Тÿрĕ кăмăллă участковăй саккуна пăсма пултаракансене тата ăнăçсăр çемьесене куçран вĕçертмест, вĕсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçать. Ял çыннисем Татьяна Георгиевнăпа йĕрке пирки канашлаççĕ. «Пирĕн службăра, вăй-халпа чăтăмлăх чылай кирлĕ. Ку специальноçе эпĕ ахальтен суйламан, чун туртнă ĕçре тăрăшнишĕн савăнатăп», — пĕлтернĕ çамрăк полицейски. Канмалли кунсенче те вăл ял халăхне пулăшма васкать, сахал тупăшлă çемьери ачасене кирлĕ япаласем валеçет. Çăмăл мар ĕçре вăй хунă вăхăтрах Татьяна Георгиевна икĕ хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерет. Тăрăшуллă йĕрке хуралçи чÿк уйăхĕнче Мускавра иртекен финала хутшăнĕ. Унта вăл çĕршыври чи лайăх участковăйсемпе тупăшĕ.
Комментировать