Кишĕре - юр айне

18 Окт, 2017

Кишĕре кĕркунне кăларасшăн мар, çуркуннеччен йăран çинчех хăварасшăн. Кун пек шанмасть. Иртнĕ çул та çапла туса пăхрăм. Анчах хĕл каçа вăл сахал упраннă. Йăрана çиелтен хупламаллаччĕ-ши? Кишĕр аврине кассан е касмасан лайăхрах? Хаçатра кун пирки çырса кăтартаймăр-ши?

Геннадий ИЛЬДЕНЕЕВ, пенсионер.

Улатăр районĕ, Суйкăн ялĕ.

Ыйтăва Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ Елена Соколова хуравлать:

Кишĕр 1-3 градус сивве те чăтăмлă. Анчах йăран хÿтĕ, типĕ вырăнта пулмалла, унта тислĕк ытлашши хывмалла мар — çĕртет. Тымар мăйĕ /корневая шейка/ тăпра айĕнче пултăр. Унсăрăн йĕпенсе-шăнса çĕрме пултарать. Аврине тĕкĕнмелле мар. Вăл çимĕçе сивĕрен, йĕпенесрен хÿтĕлет. Йăран çинче пысăках мар кишĕр хăвармалла. Шултрине суйласа кăлармалла. Пулса çитнĕскер çуркаланать, çĕрме пуçлать. Йăрана нимĕнпе те хупламалла мар.

Çапах кишĕре хĕле хирĕç йăран çинче хăварни — кăшлакан чĕр чунсене пахчана илĕртни, вĕсене тăрантарни кăна. Çак пахча çимĕçе çуркуннеччен лайăх упрамалли тепĕр мел пур: ăна кăларса çумалла, типĕтсе полиэтилен пакета тултармалла, сивĕ вырăна хумалла. Юр самай ÿксен çĕр çине хурса унпа хупламалла. Пакет таса пултăр, апат-çимĕç шăрши кĕмелле мар. Унсăрăн йĕке хÿрепе шăши иленме пултараççĕ. Кун пек тусан кишĕр çуркуннечченех упранать, çĕрмест, шăнмасть.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.