Чĕлхе пĕлни кирлех

30 Апр, 2014

Акăлчан чĕлхи кунне пĕрремĕш хут 2010 çулта паллă тунă. Акăлчансен чаплă поэчĕ, çыравçи тата драматургĕ В. Шекспир çуралнă кунĕпе çыхăнтараççĕ ăна. Пилĕк поэма, вунă хроника, вун пĕр трагеди, вун çичĕ комеди тата çĕр ал тăватă сонет авторĕ вăл. Вильям Шекспир çырнă «Ромеопа Джульетта», «Отелло», «Гамлет», «Лир Патша», «Ашкăнчăк инкесем» тата ытти нумай произведение пĕлмен çын сахал пулĕ.

Акăлчан чĕлхи Аслă Британире, АПШра, Нацисен пĕрлĕх-не кĕрекен çĕр-шывсенчи тата Британин ĕлĕкхи колонийĕ-сенче патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Германи чĕлхи. Халĕ вăл тĕнчери чи калаçакан чĕлхесенчен виççĕмĕшĕ (Китай, Испани хыççăн) – виç çĕр сакăр вунă миллиона яхăн çыннăн тăван шутланать. Планета çинчи миллиард ытла çын унпа калаçура усă курать. Нацисен Пĕрлештернĕ Организацийĕн календарĕнче ултă кун уйăрнă, кашнинех официаллă чĕлхене халалланă. Вĕсенчен пĕри – акăлчан чĕлхи кунĕ. Ăна шкулсенче, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче анлă паллă тăваççĕ. Вулакансене хăш-пĕр фактсемпе паллаштарам-ха. Тĕнчери ытти чĕлхесемпе танлаштарсан, чи нумай сăмах акăлчан чĕлхинче. Синонимсемпе те чи пуянни шутланать. Чи вăрăм сăмах 1909 сас паллирен тăрать. Чи анлă усă куракан саспалли – «е», сайра усă кураканни вара – «q».

Ытти ют чĕлхесем пекех ăна кĕçĕн классенче вĕренекенсем уйрăмах çăмăл та хăвăрт вĕренеççĕ. Вĕсен чĕлхе чăрмавĕ, йăнăшсенчен хăрасси çук. Аслисем çинчен çакна калаймăн. Л.Выготский, С.Рубинштейн, Б.Уайт тата ытти паллă психологсем иртнĕ ĕмĕр варринчех ют чĕлхене кĕçĕн ача çăмăлрах вĕреннине палăртнă. Чи ăнăçлă мел – вăйăпа вĕрентни. Тĕрлĕ ÿкерчĕкпе, мимикăпа, жестпа, юрă-сăвăпа, комикспа, юмахри сăнарсемпе усă курни çăмăллăнах ас туса юлма пулăшать. Вĕсене ирĕксĕр- лесе мар, кăсăклантарса вĕрентни пысăк вырăн йышăнать. Шел пулин те, хăш-пĕр çемьере ачана ют чĕлхене вĕрентессине шкула çеç шанаççĕ, хăйсен вара вăхăт çук иккен. Çав вăхăтрах ывăл-хĕрĕпе мĕн пĕчĕкрен пĕрле вĕренсе пыма вăхăт тупнисем пурри савăнтарать. Ача ÿснĕçем ют чĕлхепе сахалрах кăсăкланма тытăнать, аслă классенче ăна вĕренес текенсене пÿрнепе шутлама пулать. Халĕ лавккасенче те ют чĕлхене алла илес текенсем валли темĕн те сутаççĕ, Интернетра та усăлли пур. Ан ÿркен çеç. Акăлчан чĕлхи, ыттисем пекех, куллен вĕренсе пымасан, манăçать. Ăна тĕпе хурса нумай сăмах пĕлмелле, ытларах калаçма тăрăшмалла, кино, мультфильм пăхмалла, калаçнине итлемелле. Шкулта вăл йывăр предметсенчен пĕри шутланса тăрать. Чи кирли – ют чĕлхене вĕренес килнине туйни тата ăна çанă тавăрсах алла илни. Темиçе çултан ăна ППЭ тытмалли предметсен йышне кĕртме палăртнă. «Пĕр чĕлхе пĕлни пĕр ăс, икĕ чĕлхе пĕлни икĕ ăс», – тенĕ. Урăхла каласан, мĕн чухлĕ ытларах пĕлетĕн, çавăн чухлĕ ăслăрах пулатăн. Ф.Энгельс çирĕм, В.Ленин вун пĕр чĕлхе пĕлнĕ. Чăвашран тухнă паллă ученăй Н.Бичурин чăваш чĕлхисĕр пуçне грек, латынь, франци, китай, вырăс чĕлхисене аван чухланă. В.Егоров профессор – вăтăр пĕр чĕлхепе калаçакан чăваш тĕпчевçи. И.Яковлев та, тăван халăха çутта кăлараканскер, питĕ ăслă, тавçăруллă, нумай чĕлхе пĕлекен çын пулнă.

Вырăспа акăлчанран килнĕ сăмахсем çав тери нумай. 19 ĕмĕр тăршшĕпех вĕсем техника, спорт, йăла тата ытти сферăсенчен кĕрсе çирĕп-ленсе ларнă: лидер, митинг, лифт, коттедж, пудинг, спорт, финиш тата ытти те. Ют чĕлхене пĕлмесен, аван мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкме пулать. Акă, тĕслĕхрен, хăш-пĕр çынсем тумтирĕ çинче мĕн çырнине шута илмесĕрех туянни паллă. Лавккара, пасарти сутуçăсем те калаймĕç çакна. «Япăх кăмăллă çын», «çап мана», «чуп ту», «шуйттан», «эпĕ вилнĕ», «тасал кунтан» тесе çырнă тумтирсем тăхăнни модăпа килĕшÿл-лĕн пулнине, самана таппипе тан утнине пĕлтереççĕ-шим?! Пĕлнĕ- пĕлмен сăмахсемпе капăрлатнă тума илсе тăхăниччен ăс-хакăл шайне ÿстересчĕ, ют чĕлхене тĕшмĕртесчĕ. Ун пек тумтире иличчен Интернета кĕрсе сăмахсен пĕлтерĕшне пăхса илесчĕ.

Хăш-пĕр ача «Пире ют чĕлхе мĕн тума кирлĕ?» – тени, чăнахах та, кăмăла хуçать.

Акăлчан чĕлхи вăл – пĕтĕм тĕнчере калаçмалли чĕлхе. Телевизор пăхатăн та тĕлĕнетĕн: Франци, Швеци, Словаки, Норвеги тата ытти çĕр-шыври нумай спортсмен акăлчанла çăмăллăнах пуплет. Пьедестал çинче те вĕсем çак чĕлхепе калаçни куç кĕрет. Акăлчан – бизнес чĕлхи. Пĕтĕм тĕнчери рынока тухма ăна пĕлмеллех. Пысăк тупăшусем, семинарсем, конференцисем тĕл пулусем çак чĕлхепе иртеççĕ. Интернетри чи кирлĕ информацисене те унпа çыраççĕ. Эмел, техника инструкцийĕсем те акăлчанла. Чи кирли, паллах, чĕлхене пĕлни ăнăçлă карьера тума пулăшать. Ĕçе вырнаçнă чухне те ыйтаççĕ çакна. Акăлчанла ирĕккĕн калаçни пысăк предприятисене, оффиссене, ют çĕр-шыв компанийĕсене ĕçе вырнаçма, тĕллеве 40 процент таран ÿстерме май парать. Мĕнле профессисене кирлĕ-ха акăлчан чĕлхи? Куçаруçăна, вĕрентекене, дипломата, журналиста, ученăя, стюардессăна, такси-автобус водительне, дизайнера, артиста, пилота, бухгалтера, врача, сутуçăна, артиста... Шкул сакки çинче ачасем чĕлхене хисеплемеççĕ. Кайран интенсивлă курссене, репетиторсем патне тарăнрах вĕренме çÿреççĕ, сахал мар укçа тăкаççĕ. Нумайăшĕ ют çĕр-шыва кайса унăн культурипе, йăли-йĕркипе паллашма ĕмĕтленет.

Культура çулĕнче Британипе Раççейре культурăна пуянлатас тĕллевпе пилĕк çĕр ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Чи сумлисенчен пĕри, паллах, акăлчан чĕлхи кунĕнче чаплă поэт, çыравçă тата драматург В. Шекспир 450 çул тултарнине халаллани пулĕ.

 

Патăрьел районĕ, Аслă Чемен шкулĕ.

Вĕрентекен

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.