- Чăвашла верси
- Русская версия
Йăнăш палăртнă чикĕ
Эткерлĕхпе ялта çурт-йĕр куçрĕ. Çĕр лаптăкĕсен чиккине палăртнă чухне кÿршĕ пахчи пирĕн çине те кĕни палăрчĕ. Вĕсем вара ăна маларах виçтернĕ. Пирĕн мĕн тумалла? Чăн та, кÿршĕ ыйтăва вырăнтах татса пама хирĕç мар.
Евгений СМИРНОВ.
Куславкка районĕ.
Лаптăка чикĕленĕ чухне реестр йăнăшне асăрхасан ăна тÿрлетмелле. Енчен кÿршĕ хирĕç мар пулсан кадастр инженерне чĕнтерсе участок чиккине тепĕр хут палăртмалла. Унтан çав тÿрлетĕве куçман пурлăхăн патшалăх кадастрне кĕртмелле.
Комментировать