Хваттертен тухасшăн пулнă та...

2 Окт, 2017

Шупашкарта пурăнакан 32-ри Евгения Б. тĕлĕшпе малтанах 5 хутчен уголовлă ĕç пуçарнă. 2007 çулта условнăй майпа айăпланă ăна. Кайран 4 хут тĕрмене хупнă. Апла пулин те ăса кĕмен хĕрарăм.

Пĕлтĕрхи авăнăн 16-мĕшĕнче ирĕке тухнăскер тепĕр 2 уйăхран каллех йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Çав каç мăшăрланмасăр пĕрле пурăнакан Владимир М.-па, тепĕр пĕлĕшпе эрех ĕçнĕ вăл. Ун чухне пурнăç хуçи пекех туйнă ахăр хăйне. Ара, никам та ним тума та чармасть.

Кĕленче пушансан Владимир амăшĕ патне кайма тухнă, анчах Евгения ăна хăйĕн патĕнчех хă-варасшăн пулнă. Те юратнă çынран уйрăлас килмен? Пĕрле пурăнма пуçлани уйăх кăна çитнĕ вĕт. Арçын ăна итлемен. Ÿсĕр хĕрарăма, паллах, килĕшмен çакă. Вăл шăв-шав çĕклесе алăкран тухма хатĕрленекен Владимира çĕçĕпе хырăмĕнчен тирнĕ. Хваттер урайĕ юнпа вараланнă. Юрать-ха сывлăх сыхлавçисем арçынна çăлса хăварнă. Шар курнăскер операци хыççăн пур пĕрех Евгенийăна хÿтĕленĕ.

Хĕрарăм вара хăйне ытла та лăпкă тытнă. Юнланнă çĕççе шывпа çуса тасатнă, пĕлĕшĕн телефонĕпе «Васкавлă пулăшу» ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ те лавккана тухса кайнă. Çула май подћезд патĕнче шурă халатлисене тĕл пулнă хайхискер. Çапах вĕсемпе пĕрле киле кĕрес темен.

Хĕрарăм лавккаран апат-çимĕç илсе таврăннă. Кирпĕч шутлама тепĕр хут ăсатиччен батонпа сосиска çиес килнĕ-ши унăн? Хальхинче Евгения Б.-на 3 çуллăха ирĕкрен хăтарнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.