Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ижевскра федерацин Атăлçи тăрăхĕнче вĕренекенсен хăй тытăмлăхĕн форумĕ иртнĕ. Унта 9 регион хутшăннă. Вĕсен йышĕнче — Шупашкарти 37-мĕш шкул команди.
Форума хутшăннисем лекцисем итленĕ, кейссем шутланă, хăй тытăмлăх аталанăвĕн çул-йĕр карттине хатĕрленĕ, форум президентне суйланă. Пирĕн Анастасия Богатеева хăйне кандидат вырăнĕнче кăтартнă. Авăнăн 24-мĕшĕнче, форумăн юлашки кунĕнче, унта хутшăннисем Ижевскри зоопаркра пулса курнă.
Комментировать