Ака вăхăчĕ ылтăнпа тан

29 Апр, 2014

Иртнĕ тунти кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче пулчĕ, çурхи ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх - мĕн кирли йăлтах çителĕклĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене Етĕрнесем çу уйăхĕн 9-10-мĕшĕсен тĕлне акса пĕтерес тĕллевлĕ.

Михаил Васильевич акционерсен "Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕ" уçă обществинче хуçалăх ертÿлĕхĕпе тĕл пулчĕ. Механизаторсене кун çутипе туллинрех усă курма сĕнчĕ, огнетушителе кабинăра яланах пĕрле илсе çÿремелли çинчен аса илтерчĕ.

Республика пуçлăхĕ юлашкинчен 200 вырăнлă ача сачĕ тунă çĕре çитсе курчĕ. Районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхлансан кунашкаллине тепре те тума килĕшнине пĕлтерчĕ.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.