Тантăшсем сивĕ куçпа пăхаççĕ

21 Сен, 2017

Эпĕ 8-мĕш класра вĕренетĕп. Чун мĕнле ыратнине хальччен пĕлменччĕ. Аслисенчен илтнĕ-ха, анчах çак пĕлтерĕше ăнланман. Манăн аттепе анне ниçта та ĕçлемеççĕ. Икĕ ĕне усратпăр, вăкăр самăртатпăр — çав укçапа пурăнкалатпăр. Пирĕн ялта ĕç çук, çавăнпа анне килте тăрмашать. Атте маларах Мускава çÿретчĕ. Ĕçлесе таврăнсан укçине эрех-сăра ĕçсех пĕтеретчĕ. Юлашки вăхăтра юлташĕсем ăна пĕрле илсе кайми пулчĕç.

Пирĕн класри хĕр ачасем илемлĕ тумланса çÿреççĕ. Эпĕ вĕсемпе танлашаймастăп. Тата манăн икĕ шăллăм пур. Аннен вĕсене те тăхăнтартмалла, çитермелле. Ăна та çăмăл маррине халь тин ăнланакан пултăм. Юлташсем манпа питех хутшăнасшăн мар. Лайăхрах вĕренекенсем сивĕ куçпа пăхнăн туйăнать. Ку чăнах та çапла. Пĕррехинче тăхтав вăхăтĕнче пĕр хĕр ача ман çине пăхса тусне темĕн пăшăлтатрĕ. Тепрехинче тантăшăм пурне те канфет пачĕ, мана уйăрса хăварчĕ. Çиес килнишĕн мар, ыттисенчен уйăрнăшăн чун кÿренчĕ.

Мана 10-мĕш класри пĕр арçын ача килĕшет. Вăл лайăх вĕренет, амăшĕ — математика учителĕ. Çав качча юратса пăрахнăшăн питĕ намăсланатăп. Коридорта ăна курсанах пит пĕçернине туятăп. Тантăшсем мана класри чи начар вĕренекен арçын ача çумне хушса йĕкĕлтеççĕ. Çав арçын ачан ашшĕ-амăшĕ эрех ĕçет. Вĕсем пирĕнпе кÿршĕллĕ пурăннăран харкашнине час-часах илтетĕп. Амăшĕ ялан кăвакарнă куçпа çÿрет. Эпĕ ун пек çынсен ачисемпе хутшăнма та хăратăп. Пĕррехинче тантăшăм мана юри çав арçын ача çумне тĕксе ячĕ. Пурте ахăлтатса кулчĕç. Эпĕ класран чупса тухрăм. Çын курман çĕрте чун лăпланиччен йĕтĕм.

«Тантăш» хаçатăн хисеплĕ вулаканĕсем. Манăн кăларăм урлă юлташ тупас килет. Эпĕ те ытти хĕр ача пе-кех вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыратăп. Манăн анне питĕ тирпейлĕ хĕрарăм. Вăл алла черкке тытнине эпĕ нихăçан та курман.

Чуна уçмашкăн юлташ пулсан епле аванччĕ…

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.