Кичем мар уроксем

21 Сен, 2017

«Вĕренÿ вырсарникунĕ» проектпа килĕшÿллĕн, иртнĕ вырсарникун Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç вăрманĕнче 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш хут «Кичем мар уроксем» иртнĕ. Унта Раççейри шкул ачисен юхăмĕн регионти 120 хастарĕ хутшăннă.

Уçă сывлăшра ачасем кураторсемпе шкул пурнăçĕнче тĕрлĕ енре мĕнле проектсем хута ямаллине сÿтсе явнă, кирлĕ сĕнÿсемпе пайланнă. Чун туртнине кура ачасем 7 ушкăнра ĕçленĕ: хăй тытăмлăх, соцпроект, экологи, медиа, шырав ĕçĕ, волонтер ĕçĕ. Учительсем валли ятарласа «Вĕренмен уроксем» ятпа педканаш иртнĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле пуçтарăнса флешмоб йĕркеленĕ, «Эпир мар тăк — кам?» ташă вĕреннĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.