Президент тупăшăвĕсене — Анапăна

7 Сен, 2017

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен спорт ăмăртăвĕсене — Президент тупăшĕвĕсене — чăвашсем те хутшăнаççĕ. Ку мероприяти авăн уйăхĕн 5-25-мĕшĕсенче Анапăра, Пĕтĕм Раççейри «Смена» ача-пăча центрĕнче, иртет. Кăçал 12-мĕш хут йĕркеленĕ ăмăртусем Раççейри хуласенчен тата ялсенчен чи лайăх класс командисене пухнă.

Президент тупăшăвĕсенче кăçал республика чысне Шăмăр¬шă шкулĕнчи 8-мĕш «а» класс /ертÿçи — Сергей Хафизов/ тата Çĕрпÿри М.В. Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкулти 8-мĕш «а» класс /ертÿçи — Евгения Солоденова/ хÿтĕлĕç. Ачасем валли Елена Исинбаева, Елена Слесаренко, Юлия Ефимова, Ан¬дрей Лавров, Эрнесто Инаркиев ăсталăх класĕсем ирттерĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.