Пулас педагогсем те авăнăн 1-мĕшне уявларĕç

1 Сен, 2017

Паян шкулсемпе пĕлÿ паракан ытти заведенире çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçларĕç. Пин-пин шкул ачипе студент парта хушшине вырнаçрĕ, чылайăшĕ вара пĕрремĕш хут урока ларчĕ. Вĕренекенсемшĕн те, преподавательсемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те авăнăн 1-мĕшĕ савăнăçлă уяв. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем те çак куна хаваслăн паллă турĕç. Вĕсем Чăваш патшалăх филармони залĕнче пухăнчĕç. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Университет ректорĕ Владимир Иванов пĕрремĕш курс çамрăкĕсене экзаменсене ăнăçлă тытса аслă пĕлÿ паракан шкула вĕренме кĕнĕ ятпа саламларĕ. «Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ пулăмшăн сирĕнпе пĕрлех аçăр-аннĕрсем те савăнаççĕ. Ахăртнех вĕсем сирĕншĕн çăвĕпех пăшăрханнă. Çавăнпа малтан чи хаклă çынсене, аттепе аннене тав тумалла, вĕсене юратнине пĕлтермелле. Çĕршыва, ĕçе юратасси шăпах çемьери юратуран пуçланать-çке. Эсир хăвăра университетра хăтлă туяссине шанас килет. Вăл çăвĕпех студенсене кĕтсе илмешкĕн тĕплĕн хатĕрленчĕ, пĕлÿ пухмашкăн кунта условисем лайăх. Общежитисене те юсарăмăр. Университетăн санатори те пур, унта кашни пиллĕкмĕш студент канма тата сывлăхне çирĕплетме пултарать. Нумай пулмасть университетра шăл сиплемелли пÿлĕм уçăлчĕ», — терĕ Владимир Николаевич. Университет студентсен пултарулăхне аталантарма майсем туса памашкăн 5 миллион тенкĕ грант илнине те палăртрĕ вăл.

Республика пуçлăхĕ пухăннисене авăнăн 1-мĕшĕпе саламланă май çамрăксене аталанма, нумайрах пĕлÿ илме, спортпа туспă пулма сунчĕ. «Эсир — малашлăха çĕклекенсем. Эпир сире шанатпăр. Пĕр-пĕринпе туслă пулса пĕр тĕллеве пурнăçлама ăнтăлăр, ун чухне çеç çĕнтерÿ килĕ. Малалла кăна утăр!»

Савăнăçлă мероприятире И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче нумай çул тÿрĕ чунпа ĕçлекен хăш-пĕр преподавателе тата пултаруллă студентсене ЧР Пуçлăхĕ Тав хучĕпе, парнепе чысларĕ. Музыкăпа ÿнер факультечĕн çамрăкĕсем сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать