- Чăвашла верси
- Русская версия
Шалăва пĕчĕклетмен
Иртнĕ тунти кун «Учительсен вăтам ĕç укçи» темăпа ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова брифинг ирттернĕ. Вĕрентекенсен шалăвне пĕчĕклетни пирки сас-хура сарăлни хальхинче тĕл пулу йĕркелемелли сăлтава çаврăннă. Пуш уйăхĕнче ĕç укçине, кăрлач-нарăсрипе танлаштарсан, пĕчĕкрех илнĕ май учительсем пăшăрханса ÿкнĕ-мĕн. Светлана Владимировна ыйтăва тĕплĕн уçăмлатса панă.
«Педагогсен шалăвне республикăри вăтам ĕç укçипе шайлашуллăн ÿстерсе пырас тĕлĕшпе Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене Чăваш Ен туллин пурнăçласа пырать. Пĕрремĕш кварталта ĕç укçине чакарман. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче учительсен вăтам ĕç укçи республикăринчен 10% пысăкрах пулнă, çавна май пуш уйăхĕнче пĕрремĕш квартал прогнозĕпе килĕшÿллĕн шутласа панă. Çулталăкăн малтанхи уйăхĕсенче республикăн экономика вăтам ĕç укçин прогноз кăтартăвĕсене тĕплĕн уçăмлатса çитерейменнипе учительсене ытларах тÿлеме тĕв тунă. Шалăва чакарман, саккунра çирĕплетнĕ виçепе шайлаштарнă кăна», - палăртнă Светлана Владимировна.
2013 çулта учительсен вăтам шалăвне республикăри вăтам ĕç укçин - 100%, ача сачĕн педагогĕсене вĕренÿ тытăмĕнчи вăтам тÿлевĕн - 100%, хушма пĕлÿ паракан педагогсене учительсен вăтам шалăвĕн 75% çитермелле пулнă. Прогноз тăрăх - кăçалхи пĕрремĕш кварталти республикăри вăтам ĕç укçи - 19635 тенкĕ. Учительсен 20141 тенкĕпе /103,7%/, воспитательсен 17756 тенкĕпе /102,3%/, хушма вĕренÿ учрежденийĕн педагогĕсен 16323 тенкĕпе /79,9%/ танлашнă.
Пĕлтĕр республикăри вăтам ĕç укçи 19423,8 тенкĕ пулнине шута илсен учительсен умĕнчи тивĕçне патшалăх туллинех пурнăçланă тесе çирĕплетме юрать.
Комментировать