Чăваш Енри пенсионерсем спартакиадăна хутшăнĕç

23 Авг, 2017

Ыран Çĕнĕ Шупашкарта пенсионерсем спартакиадăна пуçтарăнĕç. Аслă çулхисем хушшинчи кун пек ăмăртăва кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ. Унта палăрнисем республикăн пĕрлештернĕ командине кĕрĕç, унтан Раççейри ăмăртăва тухса кайĕç.

Спартакиада программине кĕртнĕ ăмăртусем спутник-хулари ача-пăчапа çамрăксен пĕрремĕш спорт шкулĕнче иртĕç. Тивĕçĕ канурисем хăйсен вăйне çăмăл атлетикăра, сĕтелçи теннис тата шахмат вăййисенче, хутăш эстафетăра виçĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать