Канашсем те çур çула пĕтĕмлетнĕ

17 Авг, 2017

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче муниципалитетăн çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнине эпир пĕлтернĕччĕ. Канашра та ĕнер пуху иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов тата вырăнти пуçлăхсем хутшăннă.

Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов шухăшланă тăрăх, экономикăн тăрăмне уçăмлатакан тĕп кăтарту – çынсен ĕçлĕх шайĕ. Ку енĕпе тăрăм стабильлĕ тесе ĕнентернĕ докладçă. Тата вăл хулана пуян çынсем укçа хывнине палăртнă. Чăн та, Канаш федерацирен пулăшмалли монохуласен йышне кĕнĕ. Владислав Софронов малашлăх плансене те чылай асăннă: сăмахран, хулара 240 вырăнлăх ача пахчи тума, «Локомотив» стадиона юсаса çĕнетме, культурăпа кану паркне çĕнĕ сăн кĕртме, К. Маркс урамне тĕпрен юсама, Чапаев урамне çул сарма палăртаççĕ.
 

Рубрика: 

Комментировать