«Тăван Ен» кăларăмĕ «хыпарçăсен» кĕнеке сунтăхне пуянлатрĕ
10 Авг, 2017 | Культура | МИХсем

Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче Шупашкар районĕнчи хастар общественник, вăл тăрăхри хисеплĕ çын, 1958 çултанпа СССР журналистсен союзĕн членĕ, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, Фадей Константинов, пулчĕ. Пушă алăпа мар. 88 çулти ватă паян та алăран калем ямасть. Хальхинче вăл «Тăван Ен 85 çул халăхпа пĕрле» ятпа çĕнĕ кĕнеке кăларнă. Ăна район летопиçне татти-сыпписĕр йĕрлесе те çырса пыракан периодика кăларăмĕн, «Тăван Ен» хаçатăн 85 çулхине халалланă. Район хыпарçи кăçалхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче çав паллă куна çитрĕ.

Фадей Константинович «Хыпар» издательство çуртне Шупашкар район хаçатне халалланă кĕнекепе килни ытахальтен мар. Республикăри наци медиахолдингĕнчен район хыпарçине куçса кайнисем те, унтан издательство çуртне килнисем те сахал мар. Издательство çурчĕн директорĕпе – тĕп редакторĕпе, Татьяна Вашуркинăпа, паллаштарни те Фадей Константинович кĕнекинче сумлă вырăн йышăннă. Татьяна Геннадиевнăна рынок саманинчи çăмăл мар тапхăрта Шупашкар район хаçатне ертсе пыма шанаççĕ. «Коллективри кашни çын хаклă, пĕр шухăшлă пулса ĕçлени кăна лайăх кăтартупа палăрма пулăшать», – шухăшпа Татьяна Вашуркина йыша ертсе пынă вăхăтра хаçат сайчĕ аталанма пуçлать, периодика кăларăмĕн тиражĕ çулсерен ÿссе пырать, «Тăван Ен» Раççейре наци чĕлхисемпе тухса тăракан паллă МИХсем шутне лекет. Çĕршыври «Журналистика и медиарынок» журналта та редакцири ĕç-пуçпа паллаштаракан статьясем пичетленме пуçлаççĕ.

«Хыпар» издательство çурчĕн тĕп бухгалтерĕ Елена Жукова та, ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Изман та, хыпарсен службин редакторĕ Вера Иванова та, реклама енĕпе ертсе пыракан Ксения Краснова менеджер та хăй вăхăтĕнче «Тăван Енре» ĕçленĕ. Фадей Константинов кĕнекине, вăл пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă материала вĕсем те пысăка хурса хакларĕç. «Хыпар» хаçатри политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕн тишкерÿçи Юрий Михайлов та Шупашкар район хаçатĕнче ĕçленĕ. Кăларăма, сăмах май каласан, «Тăван Ене» сахал вăхăт ертсе пырсах хаçат историйĕнче палăрмалла ырă улшăнусем кĕртнĕ тата кĕнекене пуянлатма пулăшнă Борис Чиндыков драматург, поэт, куçаруçă, публицист та хаваспах темиçе экземпляр туянчĕ.

 

Вера ТИТОВА.

Комментировать