"Хыпар" парни - мотоблок - питĕ килĕшнĕ
"Хыпар" издательство çурчĕ чăваш халăх хаçатне çырăннисен хушшинче йĕркеленĕ лотерея вылявĕнче Кĕçĕн Патăрьел ялĕнчи Смирновсем çĕнтернине пĕлтернĕччĕ.
"Хыпар" парни - мотоблок - çемьене питĕ килĕшнĕ. Унпа вĕсем пахчара, килти хуçалăхра усă кураççĕ. "Нумаях пулмасть утă турттартăмăр", - пĕлтерчĕ кил хуçи Александр Иванович. Унăн мăшăрĕ Альбина Михайловна та кăмăллă. Мотоблок выляса илнĕскерсем "Хыпар" хаçата хаваспах вулаççĕ, унта кăсăклă статья нумай пулнине палăртаççĕ.
Комментировать