Китай делегацийĕ Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе паллашать

3 Авг, 2017

Паян, çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» хуçалăхра Китайри делегаци пулнă. Унтан вăл Вăрнар районне тухса кайнă.  Республикăн Ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, ыран ушкăн Пăрачкав районне çитĕ.

Ют çĕршыв хăнисем республикăн аграри ведомствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕпе Светлана Мясниковăпа тата Чăваш Республикин аталану корпорацийĕн гендиректорĕн пĕрремĕш заместителĕпе Максим Семеновпа çула тухнă.

Краснорамейски район администрацийĕн сайтĕнчи кĕске хыпарта каланă тăрăх, "Красное Сормово" обществăра йыш ĕне сумалли залпа паллашнă. Ку хуçалăх районта чи вăйлă аталанакансенчен пĕри шутланать. Китай делегацийĕ Чăваш Ене мĕн тĕллевпе килнине "Хыпар" издательство çуртне хальлĕхе пĕлме май килмерĕ.

 

Комментировать