- Чăвашла верси
- Русская версия
Супăнь хăмпи вĕçрĕ
Иртнĕ канмалли кунсенче çанталăк та аван тăчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрçĕ ращинче вара супăнь кăпăкĕ вĕçтерекенсем тĕлĕнмелле шоупа савăнтарчĕç.
Ача-пăча тĕнчине лекмешкĕн аслисем те хавас, ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем те йышлăн пухăнчĕç. Ятарласа килнĕ асамçă Аннабубльгейм çав куна чăн-чăн уява çавăрчĕ. Конкурссем йĕркелесе парнесем выляттарчĕç, кăсăклă флешмоб, концерт та килĕшрĕç.
Мероприятие Мускавран та хăнасем килнĕ. Акă Анна Козловская çемйипех çитнĕ. «Питĕ чаплă уяв, Мускавринчен пĕртте кая мар. Эпир питĕ кăмăллă», — тенĕ вăл.
Комментировать