Вырăнти влаçа çырмана тирпейлеме хушнă

28 Июл, 2017

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн (ПРХФ) Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕрпÿ район администрацийĕн тата Вăрманкас ял тăрăхĕн ертÿлĕхĕпе ПРХФăн чи малтан пурнăçламалли «Тĕплĕн тасатса тирпейлесси» проекчĕ вырăнта епле пурнăçланнине тĕрĕслерĕç.

ПРХФ регионти уйрăмне хăшĕ-пĕри тавралăх илемне вараланăшăн чунĕ ыратакан çынсенчен хыпар пырсах тăрать. Хальхи - Çĕрпÿ районĕнчи Тапанар, Первомайски тата Вăрманкас ялĕсен хушшинчи сарлака та тарăн çырмара темиçе çĕрте санкцилемен çÿп-çап куписем пурри çинчен. Рейд бригадин членĕсем ПРХФ Чăваш Енри уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçипе Николай Косыевпа çакна вырăна тухса çирĕплетрĕç. Николай Валерьевич вырăнти влаçа çырмана çывăх вăхăтра тирпей-илем кĕртме хушрĕ.

Юнашарах - ырă тĕслĕх. Ялти хисеплĕ мăшăр - Анатолий Николаевичпа Римма Ивановна Михайловсем - çÿп-çап купи вырăнне тасатса усă курма юрăхсăр ĕç хатĕрĕпе стройматериала иккĕмĕш пурнăç парса илемлĕ карта тытса çавăрнă, ÿкерсе хÿхĕм сăн кĕртнĕ. Хăнасене ларса канма картиш варрине саксем вырнаçтарнă. Кунта халĕ тĕрлĕ мероприяти иртет. Валак тăрăх йăлтăртатса юхакан çăлкуç шывĕ пултарулăх ăстисене те илĕртет. Раиса Сарпи поэтесса юмах евĕр туйăнакан вырăна мухтаса сăвă çырнă. Ăна пысăк сас паллисемпе хÿме çине вырнаçтарнă.

- Çырмана тăршшĕпех çакнашкал хăтлăх-тирпейлăх кĕртсен аван пулмалла, - тет А. Михайлов. - Халăх ăна вараламан пулĕччĕ. Кунта вара яланах таса.

 

Рубрика: 

Комментировать