Çĕрпÿ районĕнче çĕр улми кăлараççĕ

28 Июл, 2017

Çĕрпÿ районĕнче çĕр улми кăларма пуçланă. Ку ĕçе унти аграрипе технологи техникумĕ утă уйăхĕн 26-мĕшĕнчех пуçăннă. 

"Иккĕмĕш çăкăра" пухса илессине унта йăлтах механизациленĕ.  Çĕр улмине комбайн кăларать, виçĕ машина çийĕнчех турттарса тăрать. Хальлĕхе 2 га çинчен пухса илме ĕлкĕрнĕ. Техникум директорĕн заместителĕ Анатолий Степанов каланă тăрăх, ир пулакан "Нандина" сорт 4 гектар йышăнать, "Гала" - 6 гектар.

Комментировать