- Чăвашла верси
- Русская версия
«Капкăн» журналăн çиччĕмĕш кăларăмĕ!
«Капкăн» журналăн кăçалхи çиччĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн ÿкерчĕкĕпе уçăлать, политикăри пакăлтатăва сивлет. 2-мĕш страницăра «Тинех тăвансем пуçтарăнчĕç» ÿкерчĕк çапăннă.
«Кулăш – пулăш, çавра сăмах» рубрикăра кăсăклă кулăшсем пичетленнĕ.
Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, çивĕч материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторăн А. Вишневскин «Кителе варалас мар тесе» тĕрленчĕкĕ çапăннă, вăл «Ах, анчах» рубрикăра вырăн тупнă.
«Капкăн» журнал вулакана Культура çулталăкне халалланă хайлавсемпе тăтăшах паллаштарать. Хальхинче Николай Ишентейĕн «Сутăнчăк интеллигент» фельетонĕ вырăн тупнă. Çавăн пекех В. Кузьминăн «Çутă парне», В. Орловăн «Хуçасăр йытă» калавĕсем çапăннă.
Кăларăмара «Пулать вĕт», «Çÿпçипе хупăлчи», «Ах, анчах», «Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.
Комментировать