Китайра çур çул ытла пурăннă

27 Июл, 2017

Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн пресс-службипе информаци уйрăмĕн корреспонденчĕ Екатерина Юрусова Китайран таврăннă. Вăл унта çур çул ытла пурăннă. Мĕн хистенĕ-ши çамрăк журналиста инçе çула парăнтарма? Вăл Аньхой университетĕнчи Раççее тĕпчекен центрта стажировка тухнă. «Центрта лингвокультурологи словарьне хатĕрлес тĕлĕшпе хастар ĕçлерĕмĕр, «Раççейри федерацин Атăлçи округĕнчи регионсемпе Аньхой провинцийĕ çыхăнса ĕçлени» тĕпчев проектне хатĕрленĕ çĕре те хутшăнтăмăр. Унта «Вырăс культурине вĕренни» ăслăлăхпа тĕпчев журналĕ вырăсла тата китайла тухса тăрать. Стажировка вăхăтĕнче кăларăм валли статьясем хатĕрлерĕмĕр», — каласа кăтартнă Катя.

Çÿлерех асăннă центр ĕçченĕсем «Китай. Аньхой» кĕнекене вырăсла куçарнă. Екатерина куçару редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Стажировка вăхăтĕнче Раççей шкулĕсемпе тата аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе видеоконференцисем иртнĕ. Чăваш журналисчĕ китайла çырнă статьясене те куçарнă. «Аньхой университечĕн студенчĕсемпе тата Хэфэй хулинчи шкул ачисемпе тĕл пултăм, Раççей, Чăваш Ен, университет пирки каласа кăтартрăм. Çамрăксем чылай ыйту пачĕç, кунти условисемпе, çанталăкпа кăсăкланчĕç, Раççее вырăс чĕлхине вĕренме килес шухăшлине пĕлтерчĕç», — тенĕ Катя. Çанă тавăрса ĕçленĕ май вăл кану пирки те манман: Китай культурипе паллашнă, паллă вырăнсенче пулнă. Кунсăр пуçне Пекин, Шанхай, Нанкин, Хуаншань хулисене çитнĕ. Аньхой университечĕ ЧПУпа малашне те çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă. Екатеринăна вара Аньхой университетĕнчи Раççее тĕпчекен центр ăслăлăх сотрудникĕн сертификачĕпе чысланă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.