Вырмана хатĕрленеççĕ

26 Июл, 2017

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов канашлура район ертÿçисемпе çурхи ака-сухана пĕтĕмлетнĕ, кĕрхи уй-хир ĕçĕсене сÿтсе явнă.

Тырă лаптăкĕ ÿснĕ

Кăçал мĕн пур категорири хуçалăхсенче акнă лаптăксем 554 пин гектар йышăннă. Çав шутра пĕрчĕллĕ культурăсем — 297,1 пин, сахăр кăшманĕ — 1,5 пин, çĕр улми 29,6 пин, пахча çимĕç — 4,1 пин гектар.

Пĕрчĕллĕ культура лаптăкĕсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан 4,2 пин гектар пысăкланнă /1,4 процент\. Сахăр кăшманĕ — 14, хĕвел çаврăнăш /тĕшĕлĕх\ 3,2 процент ытларах акнă. Çав хушăрах çĕр улми — 10, пахча çимĕç 21,2 процент сахалрах.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан акнă лаптăксене 11 районта ÿстернĕ. Вĕсенче 6 пин гектар çĕр ытларах хушăннă. Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче ку енĕпе уйрăмах палăрнă. Çав хушăрах Улатăр, Етĕрне, Элĕк тăрăхĕсенче вара вăл палăрмаллах чакнă.

Юлашки çулсенче хуçалăхсем куккуруса тĕшĕлĕх çитĕнтерме тытăнчĕç. Иртнĕ çул ăна 10 пин тонна пухса кĕртнĕ. Анчах кăçал кая юлса акнăран, çанталăк çумăрлă, сивĕ тăнăран культура пиçсе çитесси иккĕлентерет.

Кăçал вырмана та каярах тухасси паллă. Халĕ хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех техника юсаççĕ, тĕрĕслеççĕ. Сергей Артамонов тырра, çĕр улмине, пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарса кĕртмешкĕн лайăх хатĕрленме ыйтнă.

Çу кунĕ çулталăк тăрантарать

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 93 456 гектар çинчен çулнă. Ку палăртнин 91,1 проценчĕ пулать. Елчĕк районĕнче вара 9 пин гектар çулса пуçтарнă. Етĕрне, Шупашкар, Пăрачкав, Муркаш, Вăрнар, Патăрьел тăрăхĕсенче те лаптăксем самай пушаннă. Канаш, Комсо-мольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай районĕсенче пĕр çул ÿсекен курăксене çулаççĕ.

Çумăрлă çанталăка пула хуçалăхсенче сенаж, силос ытларах хываççĕ. Хальхи вăхăтра утă 60 пин тонна хатĕрленĕ /83,8 процент\. Улатăр, Йĕпреç, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче ешĕл çимĕçе çителĕклех янтăланă. Шупашкар, Тăвай енче вăл çурри чухлĕ кăна.

Сенаж 185 пин тонна ытла хывнă /109,4 процент\. Елчĕк районĕнче сĕтеклĕ апат ытлашшипех /164,3 процент\. Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче те плана ирттерсе тултарнă. Силос 20 пин, витаминлă курăк çăнăхĕ 456 тонна ытларах пур /10 процент\.

Уй-хирте ĕç шавĕ самантлăха та шăпланмасть. Утçипе пĕрлех кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Асăннă вăхăт тĕлне 46 пин гектар ытларах сухаласа кăпкалатнă. Умра вара тепĕр хĕрÿ тапхăр — вырма. Хуçалăхсенче техникăна, тырă тасатса типĕтмелли комплекссене тĕрĕслеççĕ, упрамалли складсене тирпейлеççĕ.

— Хуçалăхра тырă тасатса типĕтмелли комплекса юсаса çĕнетрĕмĕр, склад туса пĕтертĕмĕр. Вырмана тухма комбайн, тырă турттармалли техника хатĕр, — пĕлтерчĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер. — Утçи те вĕçленмен-ха, тепĕр 100 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Халĕ силос хыватпăр. Утă 250 тонна кăна типĕтнĕ, сахалрах паллах. Пирĕн усă куракан çĕрсем 2 пин гектар ытла. Кăçал каллех районта çум курăк, йывăç-тĕм пусса илнĕ 70 гектар çĕре тасатса пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Хуçалăхра ĕне выльăх та самай. Çавăнпа утă-улăм, сенаж чылай кирлĕ пулать. Пысăк мар йышпах ĕлкĕрсе пыратпăр.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов канашлура район ертÿçисемпе çурхи ака-сухана пĕтĕмлетнĕ, кĕрхи уй-хир ĕçĕсене сÿтсе явнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.