Çыруллă поэзин малтанхи палăкĕ

24 Июл, 2017

Кам-ха вăл Чăваш Хвети? Çапла, авалхи чăваш юрăçи. Унăн 15 юрри-такмакне Дмитрий Ознобишин çырса илнĕ те 1833 çулта вырăсла куçарнă. Вĕсенчен хăшне- пĕрне «Чăваш юрри» ярăмпа «Заволжский муравейник» журналта пичетленĕ. Тен, шăпах çакăнпа Хветин ячĕ чăвашсен пĕрремĕш сăвăç-юрăçисен хушшинче сыхланса юлнă та. Анчах унăн кун-çулĕ тĕпĕ-йĕрĕпе паллă мар.

Ознобишин Хвети сăввисене çырса илсенех ун пултарулăхне вырăс поэчĕсемпе шухăшлавçисен хушшинче çине тăрсах сарма тытăннă. Ахальтен мар Александра Фукс Хвети сăввисене тепре пичетлет. «Асăннă пĕтĕм юрра чăваш пĕр çамрăкĕ хайланă», — çырнă хĕрарăм-поэт 1834 çулта пичетленнĕ «Хусантан Шупашкара кайни» очеркĕнче.

Хăйĕн юрри-такмакĕнче автор çамрăк каччă, çирĕмсенчи яш пек курăнать. Çаксене шута илсех ăсчахсемпе историксем, литераторсем Хвети XIX ĕмĕр пуçламăшнелле, 1810—1815 çулсенче çуралнă тесе шухăшлаççĕ. Лексикăри уйрăм сăмахсене кура вăл Шупашкар çывăхĕнчи ялсенчен пĕринче пурăнни те паллă-мĕн.

Хвети юррисене çырса илнĕ Дмитрий Ознобишин, 1833 çулта пĕр хушă Шупашкарти аппăшĕ патĕнче пурăннăскер, хула çывăхĕнчи чăваш ялĕсене тухса çÿренĕ- тĕр. Вырăс поэчĕ Хветипе Шупашкар пасарĕнче те паллашма пултарнă. Çĕнĕ пĕлĕшĕ юрласа-каласа панисене вăл вырăсла пит ăста куçарнă. Ахăртнех, вĕсем пĕр-пĕринпе пĕрре мар курнăçнă.

Дмитрий Петрович Хветин 10 сăввине кун çути кăтартнă. Чăвашла текстсемпе пĕрлех вырăсла куçарусене те панă вăл. Фукс вара Ознобишин кĕртнĕ çаврасем йышне тата саккăрăшне хушать. Çапла Хветин хайлавĕсем кĕнекере пичетленнĕ. Хăй вăхăтĕнче ку сăвă-юрăпа Спиридон Михайлов-Янтуш, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Михаил Федоров, Иван Юркин т. ыт. те паллашнă, вĕсене вуласа çĕнĕ ĕçсем çырма хавхаланнă.

Паллах, Хвети евĕр талантлă çынсем пирĕн халăхра унччен те пулнă. Анчах çурма фольклорлă поэзи, хут çине ÿкерĕнсе юлманскер, сăвă-юрă хывнă çынсен ячĕсене çухатса, халăх хушшинче хăй тĕллĕн, ятсăр çÿреме пуçланă. Сыхланса юлни вара авторсен ячĕсемпе е вĕсемсĕрех çыруллă литературăна аталанма, поэзи жанрне йĕркелесе яма пулăшнă.

Халăхра «юрă ăсти» е «юрăçă», «такмак ăсти» е «такмакçă» сăмахсем тĕл пулаççĕ. Юрă ăсти тесе чи малтан лайăх юрлакан çынна каланă. Юрăçăн вара юрлассипе пĕрлех çĕнĕ юрă хайлас ăсталăх та кирлĕ. Çавăн пекех мăн кĕрÿ такмакĕсене аван пĕлекен çынна такмак ăсти, такмак таврашĕ хайлакана вара такмакçă тесе чысланă. Çак ăнлавсем эпир халĕ усă куракан «сăвăç» сăмахран уйрăмрах тăраççĕ. Юрăçăсемпе такмакçăсем халăх сăмахлăхĕпе çыхăннă. Хвети те хăйĕн сăвви-кĕввине юрланă е такмакласа каланă. Çавăнпах ăна юрăçă-такмакçă тесе хисеплеççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хайлавĕ пичетленнĕрен вĕсем çыруллă поэзин малтанхи палăкĕсен шутне кĕнĕ.

Чăрш тăрнче куккук автать,
Ырашлăхра потян автать,
Çĕмĕрт тăрринче шăпчăк автать,
Пирĕн автас килмест-и?

Таврара вĕçен кайăк илемлĕ кĕвĕ шăратнă чух мĕншĕн юрламалла мар-ха? Кашни халăхăн илем туйăмĕ пур вĕт. Вăл савăнма тата киленме тивĕç!

Шор варринче шор хорăнччĕ,
Кăчки çокран хорлансачĕ.
Ту хĕрринче хорама,
Тымар çокран хорланнă, — халăх шухăш-кăмăлĕнчен сĕткен илсе тăнăскер çакна Хвети пейзаж лирики урлă кăтартса панă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.