Ачисемпе пĕрле — ашшĕ-амăшне те

Административлă майпа миçе çултан тата мĕншĕн явап тыттараççĕ?

НИКОЛАЙ, 14 çулта

Ыйтăва ЧР Прокуратурин çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен уйăрăмăн аслă прокурорĕ Алина Савельева хуравлать:

- 16 çултан пуçласа административлă явап тыттараççĕ. Çул çитменнисем хушшинче час-часах çакнашкал йĕркесене пăсни тĕл пулать: общество вырăнĕсенче ÿсĕр пулни, пирус туртни, хулиганла вак ĕçсем туни, юраман вырăнта алкоголь шĕвекĕ ĕçни, пысăках мар пурлăха вăрлани, çын япалине юрăхсăра кăларни. Çавăн пекех правасăр руль умне ларнăшăн, çул-йĕр правилине пăснăшăн административлă майпа айăпланă тĕслĕхсем пулкаланă. Çар тивĕçĕнчен пăрăнакан, юриех медтĕрĕслев тăман яшсене те çакăн пек майпа явап тыттараççĕ.

Çул çитмен ачисем йĕркене пăснăшăн ашшĕ-амăшне те административлă майпа айăплаççĕ. Сăмахран, 16-ри хĕр е каччă эрех ĕçнĕшĕн вĕсенчен 1,5-2 пин тенкĕ шыраса илме пултараççĕ.

Администартивлă йĕркене пăснă çамрăка 3 сехетлĕхе тытса чарма ирĕк пур. Кун пирки çийĕнчех ачан саккунлă представительне пĕлтермелле. Çул çитменнисене аслисенчен уйрăм вырăна хупмалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.