- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăç — чи хакли, е Ачана усал шухăш ан минреттĕр
Çамрăксем суицид енне туртăнни РФ Патшалăх Думине çакăнпа кĕрешмелли мерăсем йышăнма хистет.
Вăйăран вăкăр тухать... «Вăйă» сăмах ырă пĕлтерĕшлĕ пулин те усал-инкек сăлтавĕ пулса тăраясси паянхи кун пуриншĕн те паллă. Хальхи вăхăтра «вăйă» ăнлав ытларах кибертехнологи хатĕрĕсенчи чуна илентерекен йăпатмăшсемпе çыхăннăран — пушшех. Çуллахи савăк кунсенче ача-пăча, уйрăмах ялта çитĕнекенни, çерем çинче чун каниччен сиккелемелле пек. Уçă сывлăшра пулни хăех мĕн тери усăллă-çке. Шел, ешĕл лапамра карталанса вылякан ушкăна паян курма хĕн. Ачасенчен ытларахăшĕ «ăслă» техника тыткăнне иленнĕ.
Чан çапма вăхăт
Ачасемпе çул çитмен çамрăксем хальхи вăхăтра сикес-хускалас е ăс-тăна аталантарас вырăнне компьютерти вăйăсене кăмăллани — пирĕн вăхăтăн çивĕч ыйтăвĕ. Этемлĕх Интернет уçлăхĕпе «кăвапаран çыхăннă» саманара ку ыйтуран пăрăнса иртме çук. Çавăнпа та ачан сывлăхне, уйрăмах психикине сиенлетекен вăйăсемпе ятарлă страницăсем кăларса тăратма пултаракан хăрушлăха май пур таран сиресси çинчен ашшĕ-амăшĕн, çитĕннĕ кашни çыннăн ирĕксĕрех шухăшлама тивет.
Чи пысăк хăрушлăх — ачасемпе çул çитмен çамрăксем хăйсен пурнăçне вăхăтсăр татас çул çине тăни. Юлашки вăхăтра кун пек тĕслĕхсем Раççейре нумайланни чан çапма вăхăт çывхарнине систерет. Чăваш Енре вара çул çитмен ачасен суицичĕн кăтартăвĕ çĕршыври вăтам шайран та пысăкрах! Пĕлтĕр ача хăйĕн çине алă хунă тĕслĕхсем виçĕм çулхинчен икĕ хут ытла пулнă. Чăваш Республикин ШĔМĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, 13 ача хăйĕн пурнăçне çапла майпа татнă.
Ачасен суицичĕн тĕслĕхĕсем, шел те, кăçал та пулнă. Хăйсем çине алă хума тăнă 9 тĕслĕхрен иккĕшĕ синкерпе вĕçленнĕ. Етĕрне районĕнче тата Шупашкарта сиксе тухнă инкексем профилактикăна вăйлатассине ыранхи куна хăварма май çуккине çирĕплетнĕ.
Çавна май икĕ уйăх каялла Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче Чăваш Енри Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви ведомствăна пăхăнакан социаллă организацисен представителĕсемпе ку темăпа ятарласа семинар та ирттернĕччĕ. Унта тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç: йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасемпе çамрăксене пулăшмалли мелсем, ашшĕ-амăшĕпе калаçусем ирттересси, хăрушă утăма тума хĕтĕртекен сайтсем, ача е çул çитмен çамрăк суицид енне туртăнни çинчен систерекен психологи уйрăмлăхĕсем, ачасем усал тĕслĕх хыççăн каяссин сăлтавĕсем çинчен тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен экспертсем тĕплĕн сăмах пуçарчĕç.
«Эпĕ тата телефон...»
Чăваш Енри Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина çул çитмен çамрăксен хушшинче суицид сарăлассипе кĕрешес ĕçе чи малтанах ашшĕ-амăшне, вĕренÿ учрежденийĕсене педагогика-психологи пулăшăвне вăйлăрах парассипе çыхăнтарасшăн. Çакнашкал хăрушă утăма тума пултараслăх мĕнле шайра иккенне тĕпчесе пĕлес тĕллевпе аслă классенче тестсем ирттерессине йăлана кĕртесшĕн. Пĕлтĕр Шупашкарти 9-11 класра вĕренекенсемпе кун пек тестсем ирттернĕ те ĕнтĕ. 5 пин çамрăк хутшăннă ыйтăмăн кăтартăвĕсем мĕнлерех-ха?
— 9-мĕшсен 6,6 проценчĕн,11-мĕшсен 12,8 проценчĕн хăйĕн çине алă хурас туртăм пурри палăрчĕ. Çав ачасенчен кашнинпе специалистсем ĕçлеççĕ, — терĕ Елена Владимировна.
Чăн та, шкулсенче вĕренекенсен психологи уйрăмлăхĕсене уçăмлатма пулăшакан тестсене тăтăшрах ирттерни сисчĕвленмелли сигнала вăхăтра курма май паратех. Хулари кашни шкулта психолог пур — эппин, вĕсенче ку ĕçе йĕркелеме те меллĕрех. Тестсен кăтартăвĕсемпе ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче паллаштарни вырăнлă. Тĕп хулари 47-мĕш шкулта пухура çакнашкал тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсене тишкересси йăлана кĕнĕ. Психолог пĕррехинче асăннă тĕслĕх аса килчĕ: «Çынсем пурăнман утрав çине каймалла. Икĕ япала /чĕрĕ е чĕрĕ марри — пĕлтерĕшлĕ мар/ илме юрать. Кама е мĕне суйланă пулăттăн?» — çапларах ыйту пулнă тестра. Вуннăмĕш класра вĕренекен пĕр йĕкĕт: «Хама тата... хамăн телефона», — тесе хуравланă.
Çак хуравра хальхи çамрăк ăру представителĕсем информаци саракан технологисĕр утăм та тума пултарайманнине кăна мар, ăна чĕрĕ çынран та — атте-аннерен, тус-юлташран... — çÿлерех хаклăх пек курни яр уççăн курăнать. Телефон, компьютер е гаджетлă ытти хатĕр авăрĕнче сехечĕ-сехечĕпе ларакан ача, çул çитмен çамрăк «ушкăнлăх», «туслăх» ăнлавсенчен епле ан пистĕр-ха? Чăн та, ку ăнлавсене ăша хывса ÿсесси çемьерен килет. Суицид утăмĕ патне çитекен ачасен хушшинче шăпах çемьери ăшша туйманскерсем пуринчен ытла та ĕнтĕ — психологсем çапла çирĕплетеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вăхăтăн ытларах пайне ĕçре ирттерет. Килте пурте сывă, тутă, тумĕ таса, килĕшÿллĕ пулнишĕн пăшăрханнипех чикĕленет хăш-пĕр килте аслисен тивĕçĕ. Ача чунĕнче майĕпен хĕрсе пыракан «тăвăл» унашкаллисен куçне курăнмасть. Ачасен «айван» ыйтăвĕсене татса пама хутшăнмасăр та темĕн те ыраттарать-çке çитĕннисен пуçне. Шел, ыйтăвĕ те «пĕчĕк», «пĕлтерĕшсĕр» чухне ача кăмăлне тупма ерçейменни вăхăт иртсен тÿрлетейми йăнăша çаврăнма пултарни çинчен темшĕн шухăша каймастпăр. Пирĕнтен кĕтсе илеймен тимлĕхе ывăл-хĕр ирĕксĕрех Интернетра шырать. Унта вара психики çирĕпленсе çитеймен ачасен пуçне минретмелли — ытлашшипех. Тĕрлĕ усала кăтартакан-хыпарлакан сайтсенчен пуçласа «вилĕм ушкăнĕсем» таранчченех.
Малтанхи туйăмсем, «ашшĕсемпе ачисен» ыйтăвĕ...
Социаллă сетьсенче анлă сарăлнă «вилĕм ушкăнĕсем» çинчен чылайăшĕ илтнех. Киберушкăн хăтланăвĕсем çинчен пĕлменни вара пирĕн хушăра юлмарĕ те пулĕ. Психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитмен ачасене хăрушă вăййа явăçтарса «хитрен вилме» тапхăрăн-тапхăрăн вĕрентекенскерĕн страницине хальхи вăхăтра çул çитмен питĕ нумай çамрăк иленни паллă. Серепене çакланакан çамрăксем тÿрлетейми утăм туса хурасси чăннипех сисчĕвлентерет. Çавна май кунашкал киберушкăнсемпе йĕрке хуралçисем те интересленеççĕ.
ЧР ШĔМĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн полицин участковăй уполномоченнăйĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăракан пай пуçлăхĕн заместителĕ Наталия Чапурина каланă тăрăх, Етĕрне хулинче кăçал суицидпа шар курнă хĕр çакнашкал ушкăнăн хастар вăйăçи пулнă. Интернетри хăрушă страницăра «тымар яни» çемьери пăтăрмахсенчен пуçланнă-мĕн. Хĕр эрехпе те туслă пулнă, нарколог патĕнче шутра тăнă. Суицид меслечĕ вă¬йăра вĕрентнĕ пекех «çÿллĕ вырăнтан сикесси» пулни — ăнсăртран мар.
— Çак вăйă республикăра пĕлтĕр сарăлма пуçларĕ. Унпа кĕрешес тĕллевпе ятарлă ĕç ушкăнĕ те йĕркелерĕмĕр. Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Чăн та, çамрăксене усалран хăтарас тесе кибернетика вăрттăнлăхĕсене хамăрăн та вĕренсе пыма тивет. Пирĕн ĕçтешсене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ИТ-технологисемпе çыхăннă факультетсенче пĕлÿ илекен студентсем пулăшса пыраççĕ. Вĕсенчен кибердружина йĕркелерĕмĕр, — лару-тăрăва уçмлатать Наталия Альбертовна.
Тĕнчери кăтартусемпе танлаштарсан Раççей суицид тĕслĕхĕсемпе — 6-мĕш вырăнта. Çул çитмен çамрăксем çакнашкал çул çине тăрассипе вара тĕнчери вăтам кăтартуран пирĕн çĕршыври — виçĕ хут ытларах. «Шанăç телефонĕпе» йышăнакан ыйтусенче, ыттисемпе танлаштарсан, суицид ыйтăвĕ — икĕ хут ытларах.
Çамрăксем алă хурас утăм патне çитесси çапах та чылай тĕслĕхре мĕнле сăлтавсемпе çыхăнать-ха? Çĕнĕ Шупашкарти çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕн психологĕ Дмитрий Лепешкин ку ыйтăва тĕплĕ тишкернĕ. Чи анлă сарăлнă тулаш сăлтавсен йышĕнче вăл çаксене палăртать: кăмăл тăрăмĕн уйрăмлăхĕпе çыхăнни — сăмаха чĕре çывăхне илни, ÿсĕмĕпе куçăм тапхăрĕнче пулни, шухăшлавĕ «шурă-хурапа» чикĕленни, малтанхи юрату туйăмĕсем, ачапа ашшĕ-амăшĕ е юлташĕсен хушшинче хирĕçÿ сиксе тухни, суицид пĕрлешĕвĕсен серепине лекни. Чи анлă сарăлнисен шутне психолог çаксене кĕртет: ашшĕ-амăшĕпе хирĕçни, шкулти «суран», каччă е хĕр шухăшĕ кĕнĕ вăхăтри уйрăмлăхсем.
— Чылай чухне шухăшпа пусăрăннă çамрăк туннель вĕçленсен çутă каллех пуласса ĕненменрен тăвать йăнăш утăма. Суицид патне çитнĕ çамрăксен пурăнас килми пулса çитнĕ тени — йăнăш шухăш. Тĕрĕссипе, çут тĕнчерен никамăн та каяс килмест. Çавăнпа та усал шухăш пурри тыткаларăшра мĕнле те пулин палăрсанах ачана е çамрăка пулăшма васкамалла. Çак ĕçе тума специалиста явăçтарни пĕлтерĕшлĕ, — шухăшне палăртать Дмитрий Васильевич.
Сыхланакана турă сыхлать теççĕ. Ачасен чи пĕрремĕш пулăшуçисем ашшĕ-амăшĕ пулма тивĕç. Ача вăхăта мĕнле ирттернине кашни самантрах тĕрĕслеме мехел çитереймесен те май пур чухне те пулин вĕсем мĕнпе аппаланнине сăнамаллах. Ачасем кампа туслă пулнине, вĕсем мĕнпе кăсăкланнине пĕлме ятарласа чылай вăхăт уйăрмалла мар вĕт — кунне хамăрăн тăван ачасемпе темиçе минут та пулин чуна уçса калаçмасан ашшĕ-амăшĕн ятне тивĕçех-и эпир?..
...Патшалăх Думинче çул çитмен çамрăксене суицид енне сулăнма хĕтĕртекен ĕç-хĕлпе кĕрешме хатĕрленĕ саккун проекчĕ патне таврăнар-ха. 2016 çулта кăна Роскомнадзор çакнашкал усалпа çыхăннă 4700 страницăна чарса лартнă. Харкам тĕллĕн, кам мĕнле пĕлет çапла кĕрешнипе кăна усала хирĕç тăма çăмăл мар. Çак ĕçе майлă саккун пулсан — аванрах. Манăн шухăшпа, саккун проекчĕн авторĕсем /çав йышра Патшалăх Думине пирĕн республикăран суйланнă Алена Аршинова та пур/ усăллă пуçарăвах тунă. Ăна çирĕплетсен, тен, хăрушă преступлени тăвакансем — хăратса, психикăна минретсе çамрăксене вилĕм патне çитерекенсем, кăшт лăпланĕç?
Ирина ИВАНОВА.
Комментировать